Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Елчĕксем - спартакиадăра

Пуçлăхсемпе чиновниксен физкультурăпа спортăн XIV спартакиадин çуллахи тапхăрĕ кăçал Вăрнар районĕнчи Калинино ял тăрăхĕнчи Кÿлхĕрринчи илемлĕ вырăнта иртнĕ. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин ертсе пынă команда та хутшăннă.

Сывлăх - чи хаклă тупра. Мĕншĕн тесен сывă çыннăн ĕçĕ те кал-кал пырать. Ÿсĕмлĕрех те. Çавăнпа та Чăваш Енре сывă пурнăç йĕркине çирĕплетесси - тĕпре.

Спартакиадăна 3 ушкăнпа йĕркелеççĕ: Чăваш Республикинчи патшалăх влаç, муниципалитет влаç тата федерацин Чăваш Енри территори влаç органĕсенче ĕçлекенсем. Спартакиадăн программинче тапхăрсемпе иртекен спортăн 13 тĕсĕ: пăшалтан пĕресси, шашка, шахмат, сĕтелçи теннис, баскетбол, комби-эстафета /шывра ишесси, велоăмăрту, çăмăл атлетика/, мини-футбол, вĕрен туртасси, дартс, волейбол тата ытти те. Тупăшусем хĕрÿ иртнĕ.

Пирĕн район команди те ĕçтешсем умĕнче хĕрелмен. Кашни ăмăртăва хутшăннă.



"Елчĕк Ен"
22 июля 2015
12:04
Поделиться