Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Чунтан парăннă

Чунтан парăннă

54 çул каялла ĕç кĕнекине уçнă, халĕ те районти тĕп больницăра вăй хурать Анатолий Ефимович Молоствов. Çак тапхăрта вăл Совет Çарĕнче службăра пулма, врач-невропатолог, районти тĕп больницăн тĕп тухтăрĕ, психоневролог, врач-невролог, хальхи вăхăтра психиатр тивĕçĕсене пурнăçлама та ĕлкĕрнĕ. Пĕр вăхăт район администрацийĕн пуçлăхĕ те пулнă.

Хăйне шанса панă ĕçсене туллин пурнăçлама тăрăшнă. Ахальтен мар унăн кăкăрне «Хисеп Палли» орден илем кÿрет. Тав хучĕсем те сахал мар А.Молоствовăн.

Анатолий Ефимович сывă пурнăç йĕркине çынсем хушшинче сарассипе те тимлет. Унăн çак енĕпе çыхăннă статйисене районти «Елчĕк ен» хаçатра та час-часах курма пулать.

Кăçалхи çĕртме уйăхĕн вĕçĕнче Шупашкарта Чăваш Енри психиатрсен, психотерапевтсен, наркологсен тата психологсен V съезчĕ иртнĕ. Унта хутшăннă А.Молоствова «Профессие парăннăшăн» паллă парса чысланă.

А.КАРЛИН сăнÿкерчĕкĕ.



"Елчĕк Ен"
22 июля 2015
12:01
Поделиться