Салтак пулма сумлă
Ĕнел ялĕнче çуралса ỹснĕ Алексей Яковлева салтака ăсатассине савăнăçлă лару-тăрура йĕркелерĕмĕр. Çавна май ялти культура çуртне вĕсен çывăх тăванĕсемпе юлташĕсем, ялта пурăнакансем те йышлăн пуçтарăнчĕç.
Алексей çирĕп шухăш-кăмăллă çамрăк - çĕршыв умĕнчи тивĕçе кирлĕ шайра пурнăçлама кирлине лайăх ăнланать. Çавна май аслă шкул пĕтерсе алла диплом илнĕ хыççăнах çар комиссариатне çитнĕ, хăй Раççей çар ретне тăма хатĕр пулнине пĕлтернĕ.
Ялти тата аслă шкулта пĕрле вĕреннĕ юлташĕсемпе çывăх тăванĕсем пулас çĕршыв хỹтĕлевçи ячĕпе нумай ăшă сăмах каланă, служба тивĕçне чыслăн пурнăçлама çирĕп сывлăх, ăнăçу суннă. Ашшĕпе амăшне - Наталья Николаевнăпа Анатолий Арсентьевича вара ял-йыш Тăван çĕршыва хỹтĕлеме тивĕçлĕ ывăл çуратса ỹстернĕшĕн чĕререн тав тунă...
Г.ПЕТРОВА,
Ĕнелĕнчи культура çурчĕн заведующийĕ.