Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Документсем кăтартмалла

Ĕçлев центрĕнче учета тăма инвалидăн мĕнле документсем кăтартмалла?

В.Патшин.

Елчĕк ялĕ.

Сирĕн ыйту çине халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр директорĕ М.Васильева хуравлать:

- Ĕçлеме пултаракан инвалидсен хăйсене тивĕçтерекен ĕç вырăнĕ ыйтма вырăнти ĕçлев центрне пымалла. Ку чухне вĕсен çумра паспорт, ĕç кĕнеки, служба органне пыриччен малтан ăçта та пулин ĕçленĕ пулсан - юлашки виçĕ уйăхра мĕн чухлĕ шалу илни çинчен халĕччен вăй хунă предприятирен илнĕ справка, вĕренни çинчен документ тата инвалидăн харпăр хăй реабилитацийĕн программи пулмалла. Çав программăра ĕçлеме пултараслăх кăтартăвĕсене çирĕплетни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ.



"Елчĕк Ен"
08 июля 2015
13:48
Поделиться