Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Бюджетсем пуянланччăр

Иртнĕ тунтикун район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин райадминистрацин структура подразделенийĕсен, районти предприятисемпе организацисен, учрежденисен ертỹçисемпе, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе канашлу ирттернĕ.

Чи малтанах Н.Миллин Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ В.Филиппов ĕçлĕ визитпа районта пулнине пĕлтернĕ. Министр Елчĕкри Юбилей, Кооператив, Комсомол урамĕсенчи нумай хваттерлĕ çуртсен картишĕсенче асфальтлă çул сарнипе паллашнă. Вĕсенче пурăнакансемпе калаçнă май, В.Филипповпа Н.Миллин малашне те картишсене тирпей-илем кĕртессипе ĕçлемеллине палăртнă. Н.Миллин Комсомол урамĕнчи 3-мĕш çуртра пурăнакансем ку енĕпе питĕ лайăх тăрăшнине, вĕсен ырă тĕслĕхне ыттисем те пурнăçа кĕртме кирлине пĕлтернĕ.

Ăнăçу бюджет тулли пулнинчен нумай килет. Пирĕн районта налуксемпе тĕрлĕ тỹлевсем пухăнни мĕнле пыни çинчен Раççей Федерацин налук службин Чăваш Республикинчи управленийĕн районсем хушшинчи 2-мĕш инспекцийĕн ертỹçи В.Антонов пĕлтернĕ. Вăл палăртнă тăрăх, Елчĕк районĕ (инспекци йышне Комсомольски, Патăрьел, Шăмăршă районĕсем те кĕреççĕ) налуксене пухас енĕпе ăнăçлă ĕçлесе пырать: Чăваш Республикин бюджетне 4 районăн вăтам кăтартăвĕнчен 2,8 процент ытларах пуянлатнă (113,8 процент). НДФЛ вара 2014 çулхинчен 300 пин тенкĕ ытларах пулнă. Ку енĕпе федераци бюджетне 632 пин тенкĕ, республика бюджетне 7691 пин тенкĕ ытларах хывнă. В.Антонов пурлăхшăн илекен налук виçи ỹснине те, çав вăхăтрах налук тỹлекенсем хăйсен тивĕçне пурнăçлассинчен пăрăнакансене те ятранах асăнчĕ. "Вĕсем темле пăркалансан та налуксене пурпĕрех тỹлемелле пулать", - терĕ вăл.

Районта нумай пурăнакансен йышĕ çулсерен ỹссе пырать. Халăха социаллă пулăшу паракан пай ертỹçи И.Аникина пĕлтернĕ тăрăх, 90 çул тултарнă тата аслăрах ỹсĕмри çынсем районта 133-н шутланаççĕ. Вĕсенчен 90-95 çулсенчисем - 110, 95-100 çулсенчисем - 18, 100 çултан аслăраххисем - 5 çын. Кашни ял тăрăхĕнчех вĕсен йышĕ тĕрлĕрен. Кĕçĕн Таяпа, Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕсенче нумай çул пурăнакансем йышлă. И.Аникина кашни ветеранах паллă юбилейсем ячĕпе Раççей Президенчĕн В.Путинăн Тав çырăвĕсене парса чысланине палăртрĕ.

Район администрацийĕн пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн ертỹçи М.Павлова "халăх инвентаризацийĕн" иккĕмĕш тапхăрĕ тата çĕр лаптăкĕсен Пĕрлехи информаци ресурсне йĕркелесси мĕнле пынипе паллаштарчĕ. Хальлĕхе районта 12 гектара яхăн усă курман çĕр лаптăкне тупса палăртнă - вĕсене ĕçе кĕртмелли мелсем пирки чарăнса тăнă. Елчĕкри 2 лаптăкра нумай хваттерлĕ çуртсем тумалла. Унччен РТП пулнă территорире предприяти уçма май пур.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин пай çĕрĕсене харпăрлăха илессине çывăх вăхăтра вĕçлеме кирлине тепĕр хут палăртрĕ.

Ларура районшăн пĕлтерĕшлĕ ытти ыйтусене те тишкернĕ.



"Елчĕк Ен"
08 июля 2015
13:39
Поделиться