Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Вĕренекен вĕрентекенрен юлмасть

Вĕренекен вĕрентекенрен юлмасть

"Чăваш Республикинче 2012-2015 çулсенче ача-пăча туризмне аталантарасси" республика проектне пурнăçласа ỹкерчĕксен "Рюкзаксене похода хатĕрлетпĕр" конкурсĕ иртнĕ.

Унта республикăри 12 районпа хулари 168 ăста хутшăннă. Вăл йышра - Елчĕкри искусство шкулĕнче ăсталăха туптакан Герман Мурзакаевпа Максим Григорьев тата Р.Парферьева преподаватель.

"Походăн пуçламăшĕ пур, вĕçĕ çук" номинацире Герман Мурзакаев иккĕмĕш вырăн йышăннă. Педагогсен тупăшăвĕнче Р.Парферьева çак номинацирех пĕрремĕш вырăна тивĕçнĕ. Вĕсем шурă хут листи çине тăван тăрăх илемне походсенче епле курнине сăнланă.

Сăнỹкерчĕкре: Р.Парферьевăпа Г.Мурзакаев.



"Елчĕк Ен"
04 июля 2015
15:22
Поделиться