Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Спорт форми те килĕшет

Муркаш районĕнчи Макçикасси ялĕ çывăхĕнчи вăрман уçланкинче Чăваш Республикинчи муниципалитетăн пуçлăхĕн тата служащийĕн VIII Кунĕ иртнĕ. Унта Елчĕк район администрацийĕн команди те хутшăннă. Ăна Н.Миллин ертсе пынă.

Иртнĕ 2 кунра тĕрлĕ енлĕн ăмăртнă вĕсем. Муниципалитетсен пĕрлештернĕ 26 команди членĕсем ГТО нормисене панă, хутăш эстафетăна, "Пуçлăх-пăхаттир" ăмăртăва хутшăннă, чи лайăх утă çулакана, волейболистсемпе футболистсен туслă командисене палăртнă. Унсăр пуçне чиновниксем хăйсем вырнаçнă вырăна тирпейленĕ. Поварсем те хăйсен ăсталăхне кăтартнă.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан М.Игнатьев вырăнти влаçăн пуçлăхĕсемпе тата ĕçченĕсемпе тĕл пулнă.



"Елчĕк Ен"
04 июля 2015
15:02
Поделиться