Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Пурте пĕрле кĕрешмелле

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин ертсе пынипе Коррупципе кĕрешекен канашăн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ.

Район территорийĕнче коррупци енĕпе çыхăннă преступленисене палăртас енĕпе пурнăçланă ĕçсем пирки полицин Елчĕкри пайĕн экономика преступленийĕсене хирĕç кĕрешекен уйрăмĕн аслă оперуполномоченнăйĕ А.Блинов чарăнса тăнă.

Район администрацийĕн ĕçĕсен управляющийĕ - организациллĕ ĕçсен пайĕн ертỹçи Е.Михайлова муниципалитет служащийĕсем хăйĕн тата çемьере пурăнакансен тупăшĕсене палăртакан декларацисене тĕрĕс тултарнине, çавăн пекех вĕсем Раççей Федерацийĕн саккунĕсенче палăртнă йĕркесене пăхăннине куллен тĕрĕслесе тăнине палăртнă.

Нормативлă право акчĕсене, вĕсен проекчĕсене коррупцие хирĕçле экспертиза тăвассипе çыхăннă ĕçсем пирки район прокурорĕн çумĕ П.Кокорев тухса калаçнă.

Ларура Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Ю.Блинов, Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Рыбкин отчетсем тунă.

Çавăн пекех район администрацийĕн вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн аслă методисчĕ М.Чернова экзаменсем вăхăтĕнче вĕренỹ учрежденийĕсенче коррупцие хирĕçле мероприятисене мĕнле йĕркелени пирки каланă.

Ларăва вĕçленĕ май, Коррупципе кĕрешекен канашăн ертỹçи Н.Миллин тупăш-тăкак пирки тĕрĕс кăтартусем пама, хушма тупăшсем çинчен пĕлтерме, аукционсене Раççей саккунĕсемпе килĕшỹллĕн ирттерме кирлине, муниципалитет органĕсен коррупципе кĕрешмелли мероприятисен ĕçне вăйлатмалли çинчен тепĕр хут аса илтернĕ.



"Елчĕк Ен"
04 июля 2015
15:10
Поделиться