Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Пăхаттир ывăлсем

Пăхаттир ывăлсем

Чăваш Тăрăмĕнчи Абрамовсем ывăлĕсене мĕн пĕчĕкрен çирĕп воспитани парса ỹстереççĕ.

Елена Николаевнăпа Вячеслав Николаевичăн виçĕ ача. Амăшĕ çĕвĕçре ĕçлет, ашшĕ стройкăра тăрăшать. Абрамовсен аслă ывăлĕ, Константин, Хабаровскра службăра тăрать. Шупашкарти механика технологи техникумне пĕтернĕ хыççăн çар тивĕçне пурнăçлама кайнă вăл. Дмитрий те çар ретĕнче. Вăл Новгород облаçĕнче. Часах кĕçĕн сержанта ашшĕпе амăшĕ килте кĕтеççĕ. Каччă пултаруллă та çивĕч пулнине вăл тăракан чаç командованийĕ ашшĕпе амăшĕ патне ярса панă çырăвĕ те çирĕплетет. Дмитрий салтака кайиччен сварщик профессине алла илнĕ.

Ывăлĕсемпе савăнаççĕ Абрамовсем. Виççĕмĕшĕ те çĕршыв патриочĕ пулса ỹсессе шанаççĕ. Пиччĕшĕсене кура вăл та çирĕп вăй-халлă, маттур, ашшĕпе амăшне кил хушшинче пулăшса çитĕнет. Ырă тĕслĕх вырăнĕнче вара - пиччĕшĕсем.

В.АЛЕКСЕЕВА.

Сăнỹкерчĕкре: Д.Абрамов.



"Елчĕк Ен"
04 июля 2015
15:20
Поделиться