Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Операци иртет

Шкул ачисен çуллахи каникулĕ вăхăтĕнче районта "Подросток" операци ирттереççĕ. Вăл августăн 13-мĕшĕччен пырать.

Çак тапхăрта йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем ăнăçсăр çемьесенче пулаççĕ, вĕренỹ учрежденийĕсенче, ШĔМĕн муниципалитетсен хушшинчи "Комсомольский" уйрăмĕн Елчĕк районĕнчи çул çитменнисемпе ĕçлекен подразделенийĕнче учетра тăракан "йывăр" ачасемпе курса калаçаççĕ.

Операци пуçланнăранпа ачасене тивĕçлĕ воспитани парасран пăрăннăшăн 4 ашшĕ-амăшĕ, хăйне киревсĕр тытнă çул çитмен 1 ача тĕлĕшпе административлă протоколсем хатĕрленĕ.



"Елчĕк Ен"
04 июля 2015
15:11
Поделиться