Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Июлĕн 7-мĕшĕнче - черетлĕ кăларăм

"Чувашия ПТРК, Чăваш Ен наци телевиденийĕн, "Советская Чувашия" хаçатăн пĕрлехи проекчĕн - "Пирĕн республика. Тĕп тема" телепрограммăн пиллĕкмĕш кăларăмĕн премьери эфира июлĕн 7-мĕшĕнче тухать.

Хальхинче тема - Чăваш Ен культурин территорийĕ, унăн объекчĕсем, инфратытăмĕ, проектсем, малашлăх. Телекуравçăсем республикăри театрсенче çеç мар, ялти клубсенче те çĕнĕ спектакльсем "çуралнине" курĕç, кулиса хыçĕнче тата репетицисенче пулĕç, музейсенчи çĕнĕ экспонатсемпе паллашĕç, Наци библиотекин "чĕринче" пулĕç.

Культура отраслĕ паян мĕнле пурăнни тата аталанни çинчен Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Леонид Никитин журналиста каласа парать.

Телепрограммăн пиллĕкмĕш кăларăмне июлĕн 7-мĕшĕнче "Россия-24" телеканалăн республикăри эфирĕнче 19 сехет 30 минутра, Чăваш Ен наци телевиденийĕпе 20 сехет те 30 минутра курма пулать.



"Елчĕк Ен"
04 июля 2015
15:26
Поделиться