Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Эмел курăкĕсем пухатпăр

Нумай çын чир-чĕртен сипленнĕ чухне эмел курăкĕсемпе усă курма тăрăшать. Çу уйăхĕсем - вĕсене пухмалли чи лайăх вăхăт. "Елчĕкри коопторг" ООО та хальхи вăхăтра халăхран тĕрлĕ эмел курăкĕсене йышăнать.

Хĕрлĕхен курăкĕ (вырăсла - Иван-Чай). Вăл нумай çĕрте ỹсет. Тутлă шăршăллă, унран техĕмлĕ чей вĕретеççĕ. Халăх медицининче унпа пуç ыратнă, ывăннă чухне усă кураççĕ. Ăна июль уйăхĕн иккĕмĕш çурринче - чечеке ларнă вăхăтра пуçтармалла. Унăн 1 килограмне чĕрĕлле - 5 тенкĕпе, типĕтнине 30 тенкĕпе йышăнатпăр.

Çăка чечекне пурте лайăх паллатпăр. Унăн йывăçĕ 30 метр çỹллĕшне ỹсме пултарать. Утă уйăхĕн пуçламăшĕнче вăл ылтăн тĕслĕ чечекпе витĕнет. Халĕ шăпах тавралăха пыл шăрши сарăлнă вăхăт. Çăка чечекĕнчен вĕретнĕ шыв çынна тарлаттарса шăнса пăсăлнинчен сипленме пулăшать, унпа шăл-çăвара чỹхесе çирĕплетеççĕ. Çăка чечекне çумăр çунă вăхăтра тата сывлăмпа йĕпеннĕ вăхăтра пуçтарма юрамасть - вăл типессе кĕтмелле. Унăн 1 килограмне чĕрĕлле 38 тенкĕпе, типĕтсен 275 тенкĕпе туянатпăр.

Ама хупахĕ (вырăсла - Мать-и-Мачеха). Унăн çулçисемпе халăх медицининче анлăн усă кураççĕ. Хырăмлăх, шăк хăмпин чирĕсене сиплет вăл. Ама хупахĕн çулçисенчен хатĕрленĕ шĕвекпе çỹç тымарĕсене çирĕплетме усă кураççĕ, вăл пуçри кирĕке пĕтерме те пулăшать. Унăн çамрăк çулçисене апат-çимĕçре те усă кураççĕ. Ама хупахĕн 1 килограмне чĕрĕлле 10 тенкĕпе, типĕтсен 80 тенкĕпе туянатпăр.

Пысăк куршанак (вырăсла - лопух). Унăн тымарне пухмалла, сурана сиплеме, чирленĕ вăхăтра çăвар ăшчиккине чỹхеме, косметикăра çỹç тымарĕсене çирĕплетме усă кураççĕ. Унăн 1 килограмне чĕрĕлле 8 тенкĕ те 50 пуспа, типĕтсен 50 тенкĕпе йышăнатпăр.

Кукша пуç (вырăсла - одуванчик). Унăн тымарне пухмалла. 1 килограмне чĕрĕлле 16 тенкĕпе, типĕтсен 80 тенкĕпе туянатпăр.

Эмел курăкĕсене пĕлсе пухма та пĕлмелле. Уйрăмах çакна асра тытмалла: вĕсене нумай тусан пухăнакан вырăнсенчен - çулсен хĕррисенчен, çавăн пекех хурт-кăпшанкă сиенленĕ çулçăсене татма юрамасть. Пухнă чĕртавара 3-4 сехетрен ытла савăтра тытсан вăл хăй тĕллĕн ăшăнса хĕрет, çавна май унра усăллă япаласем çухалаççĕ. Эмел курăкĕсене сулхăн, типĕ, уçă вырăнта типĕтмелле. Типĕтнĕ хыççăн та тĕсне, шăршине çухатман чĕртавар анчах пахалăхлă шутланать.

Эмел курăкĕ пухас кăмăллă çынсене Елчĕкри Беляев урамĕнчи 9-мĕш çуртра вырнаçнă "Елчĕкри коопторг" ОООра ĕç кунĕсенче кашни кун хаваспа кĕтеççĕ, 2-50-07 телефонпа шăнкăравласа пĕлме те пулать.

Е.ФЕДОТОВА,

"Елчĕкри коопторг" ООО ертỹçин çумĕ.



"Елчĕк Ен"
04 июля 2015
15:21
Поделиться