Ял-йыш хавалĕ
Лаш Таяпари Ленин ячĕллĕ урамри 300 метр тăршшĕ çула ял администрацийĕ тăрăшнипе иртнĕ çулсенчех вак чул сарса хытарнă пулнă.
Унта пурăнакансем тăрăшнипе кăçал çула малалла (500 метр тăршшĕ) сарнă. Ферма территорийĕнчи ишĕлме пуçланă çуртсене ĕçе кĕртме май килменрен чул ăçтан тупасси пирки те пуç ватма тивмен. Пысăк ĕçе пурнăçлама ушкăнпа тухнă, çапла майпа ăна 4 кун хушшинче вĕçлеме те пултарнă.
Вĕсене курса Олимпийский урамра пурăнакансем те хавхаланса ĕçе пикеннĕ. Ял тăрăхĕн депутачĕ Марина Меметова ертсе пынипе вĕсем те хăйсен урамне чул сарнă.
"Елчĕк Ен"