Тĕллевĕсем пысăк
Çĕртме уйăхĕн 17-26-мĕшĕсенче Самар облаçĕнче Атăлçи федераци округĕнчи "iВолга" çамрăксен форумĕ иртрĕ. Унта асăннă округри тата ют çĕршыври икĕ пин ытла çамрăк хутшăнчĕ. Çак çамрăксемшĕн питех те пĕлтерĕшлĕ событи кашни участникшăн чăннипех те асра юлмалли, тен, малашлăха та палăртакан пулăм. Форумра çамрăксен инноваци проекчĕсене ĕçе кĕртме 57 грант панă. Кăçал Чăваш Енрен 3 проект гранта тивĕçнĕ. Чăннипех те пысăк çитĕнỹ çакă.
Н.НИКОЛАЕВА, Чăваш Ен делегацийĕн ертỹçи:
- Чăваш Республикинчен форума эпир 88-ăн кайнă. Форумăн пур направленийĕпе те проектсем тăратрăмăр. Малтанах форума хутшăнма республикăран конкурса 300 ытла проект та регистрациленĕччĕ. Вĕсенчен 88-шне суйласа илнĕ. Çак проектсенчен чылайăшĕ вара конкурсăн федераци тапхăрне те тухнă.
Р.ВАСИЛЬЕВ, "Политика" смена участникĕ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн юридици факультечĕн 3 курс студенчĕ, 150 пин тенкĕлĕх гранта тивĕçнĕ (3-мĕш вырăн):
- Иккĕмĕш çул "Гражданин" станцисенчи вăйă" проектпа хутшăнатпăр форума. Проект тĕллевĕ - шкул ачисене, студентсене, обществăлла организацисен членĕсене вăйă урлă право пĕлĕвне парасси. Вăйăра кашни станцирех участниксем РФ Конституцине мĕнле пĕлнине тĕрĕслеççĕ, 10-мĕш станцире вара унта хутшăнакансем суйлав правин нормисемпе тĕплĕн паллашаççĕ. Пĕлтĕрхи форумра эпир Байконура кайма путевка çĕнсе илнĕччĕ. Чăваш Енри шкулсен 70 процентне, 2000 ытла çынна хутшăнтартăмăр çак вăййа. Кăçал проекта Атăлçи федераци округĕн субъекчĕсенче те ĕçе кĕртесшĕн.
Е.АЛЕКСЕЕВА, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ студентки:
- "ПФОн чи лайăх обществăлла проекчĕ" конкурса хутшăнса эпир хатĕрленĕ проект "Пĕтĕм тĕнчери чĕлхесен фестивалĕ" ятлă. Мĕне пĕлтерет-ха çакă? Ку вăл пур халăх та пĕр тан иккенне палăртни, хăйĕн тăван чĕлхине пĕлтерĕшлĕрех е пачах пĕлтерĕшлĕ мар тесе шутламасăр пĕр-пĕринпе хутшăнса калаçни. Проектăн тĕп задачи ют чĕлхесене презентацилесси, ют çĕр-шыв çыннисемпе тĕл пулусем ирттересси, чĕлхесене вĕренмелли чи лайăх методикăсемпе паллаштарасси. Кашниех ют чĕлхене епле хăвăрт та çăмăл вĕренме пулнине ăнлантăр.
Н.ЗУЕВА, Технологипе управлени академийĕн технологи наукисен кандидачĕ, аслă преподаватель(Çĕнĕ Шупашкар хули):
- "Пĕчĕк Тăван çĕршыв - пысăк майсем" сменăна хутшăнтăм. Пирĕн проект - "Ультразвуклă тата питĕ пысăк тăтăшлăхлă генераторсемпе усă курса какая янă выльăхсен пыршăлăхне ĕçлесе хатĕрлекен установка туса хатĕрлесси" ятлă. Ялхуçалăх отраслĕн тĕп тĕллевĕ - халăха пахалăхлă апат-çимĕçпе тивĕçтересси. Технологи процесне кĕскетсе хатĕр продукци туса илни çакăнта пысăк вырăн йышăнать. Пирĕн ĕçĕн тĕп тĕллевĕ - энерги сахалрах тăкакласа чĕртаварăн пахалăхне лайăхлатасси.
Е.УРУСОВА, "Ырăлăх ăрăвĕ" смена участници, И. Я. Яковлев ячĕллĕ ЧППУн 3 курс студентки:
- Форумра пĕрремĕш хут. Питĕ килĕшрĕ - тĕрлĕ енлĕ тренингсем, интереслĕ семинарсем, пуян культура программи. Кашни кунах форумра - уйрăм тематика. Тĕслĕхрен, Ырăлăх кунĕнче эпир йывăр чирлĕ хĕрача валли укçа пуçтартăмăр.