"Агро-100" клуб йышĕнче
Республика кунĕ умĕн Чăваш Енри ялхуçалăх организацийĕсен 2014 çулхи ĕçлĕ кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ, агропромышленность комплексĕнчи чи лайăх ĕçлекен 100 предприятие палăртнă. Пирĕн районти "АСК-Яльчики" ООО (ертỹçи - Ю.Галкин) 5-мĕш вырăна тухнă.
Ĕç кăтартăвĕсен мониторингне пĕтĕмлетнĕ чухне туса илнĕ продукцие сутнинчен мĕн чухлĕ укçа-тенкĕ пырса кĕнине, тупăшсен пайĕ, акăнакан çĕр лаптăкĕсем, ĕçлекенсен пĕр уйăхри вăтам шалăвĕ мĕн чухлĕ пулнине тата ытти экономика кăтартăвĕсене шута илнĕ. Çапла майпа республикăри чи лайăх ĕçлекен 100 организаци шутне пирĕн районти 15 ялхуçалăх предприятийĕ кĕме тивĕçлĕ пулнă.
Тĕштырă культурисен вăрлăхĕсене туса илессипе тата вĕсене сутассипе ятарласа ĕçлекен, 2014 çулта чи пысăк ĕç укçи тỹленĕ "Комбайн" ЯХПК рейтингра (ертỹçи Г. Федоров) 16-мĕш, "Победа" ООО (Н.Головин) 26-мĕш, "Прогресс" АХО (П.Скворцов) 28-мĕш, "Рассвет" ЯХПК (Ю.Мясников) 36-мĕш, "Сатурн" ЯХПК (Ю.Викентьев) 40-мĕш, "Энтепе" ООО (А.Васильев) 41-мĕш, "Эмметево" ООО (Ю.Лапшин) 48-мĕш, Ленин ячĕллĕ ЯХПК (В.Падуев) 49-мĕш вырăнсене йышăннă.
"Урожай" ООО (В.Кузнецов), "Нива" агрофирма" ООО (Н.Гладков), "Клевер" ООО (Р.Турхан), "Труд" ЯХПК (В.Германов), "Яманчурино" ООО (В.Рахмуллин), "Кушка" ЯХПК (В.Горбунов) та Чăваш Республикинчи агропромышленность комплексĕнче чи лайăх ĕçлекен 100 предприяти йышне кĕнĕ.