Елчĕксем хăнасене тарават
Тунтикун район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисемпе канашлу ирттернĕ.
Пушар асăрхавĕн районти уйрăмĕн ертỹçи А.Сайкин кăçалхи пĕрремĕш çур çулта пушартан сыхланмалли лару-тăрупа паллаштарчĕ. Çак темăпа çырнă унăн материалĕ хаçатăн иртнĕ номерĕнче пичетленнĕрен вăл тухса калаçнин хăшпĕр шухăшне çеç илсе кăтартăпăр. А.Сайкин палăртнă тăрăх, кăçалхи 8 пушартан 5-шĕ уйрăм хуçалăхсенче тухнă. Апла пулсан кашни кил хуçи хăйĕн хуçалăхĕнче пушар тухасран асăрханса çак ĕçсене пурнăçламалла: шыв пичкисем вырнаçтармалла, 2 огнетушительтен кая мар туянмалла, электричество пралукĕсен, электроприборсен юсавлăхне тĕрĕслесе тăмалла, алюмини тата пăхăр пралуксемпе усă куратăр пулсан пĕрин - пăхăр пралук çине куçмалла, ачасене килте пĕччен пăрахса хăвармалла мар тата ытти те. 2015 çулхи май уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикин территорийĕнче çирĕплетнĕ пушара хирĕç кĕрешмелли уйрăм режим малалла тăсăлать. Унпа килĕшỹллĕн вăрмана кĕме, унта кăвайт чĕртме, кăмрăк çинче апат хатĕрлеме, пĕлтĕрхи çулçăсене, хăрнă йывăçсене çунтарма юрамасть.
ЗАГС пайĕн начальникĕ В.Спиридонова пĕрремĕш çур çул итогĕсене пĕтĕмлетрĕ. Çулталăк пуçланнăранпа 69 ача, çав шутран 37 арçын ача, 32 хĕрача çуралнă. Пурĕ 36 çемье чăмăртаннă. Паянхи кун тĕлне районта 50 çул пĕрле пурăнакан 49 çемье, 65 çул пĕрле пурăнакан 1 çемье шутланса тăраççĕ. Çак тапхăрта 13 çемье уйрăлнă, 163 çын вилнĕ.
Культура тата информаципе тивĕçтерекен пай начальникĕ А.Александрова Елчĕк район делегацийĕ июнĕн 24-мĕшĕнче Шупашкарта иртнĕ Республика кунне тата Пĕтĕм чăваш Акатуйне мĕнле хутшăнни çинчен каласа пачĕ. Елчĕксем экономика, культура, спорт мероприятийĕсене питĕ активлă хутшăннă. Тăрăм ял тăрăхĕнчи "Алмантай" фольклор ансамблĕ Пĕтĕм чăваш Акатуйĕнче хăйĕн пултарулăхне кăтартнă çеç мар, Беларуçран, Мускав облаçĕнчи Сергиев Посад хулинчен килнĕ хăнасене хитре илемлетнĕ "Елчĕк ен" "çуртĕнче" йышăннă, шăрттанпа, чăкăтпа, хуплупа, сăрапа тата ытти ĕçме-çимепе сăйланă.
Хĕрлĕ лапамра историпе тăван тавралăх музейĕнче ĕçлекенсем Елчĕк районĕн кил картине йĕркеленĕ. Унта пирĕн тăрăхри чăвашсен ĕлĕкхи ĕç хатĕрĕсене, пурнăç йĕркине кăтартнă. Елчĕксен алă ĕçĕн ăстисем мастер-классем йĕркеленĕ.
Маларах тĕп библиотека работникĕсем регионсем хушшинчи "Регионсем - чикĕсĕр килĕштерсе ĕçлесси" XXII курава "Елчĕксем литература тĕпелĕнче" ятлă выставка экспозицийĕ хатĕрленĕ. Республика кунне тата Пĕтĕм чăваш Акатуйне хутшăнма спонсор пулăшăвĕпе "Стройэнергосервис" ООО ертỹçи А.Нягин, "Рассвет" ЯХПК ертỹçи Ю.Мясников, А.Филиппов уйрăм предприниматель тивĕçтернĕ. А.Александрова вĕсене, çавăн пекех мероприятисемпе выставкăсене йĕркелеме хутшăннă райадминистрацин вĕренỹ тата çамрăксен политикин пайĕн, культура работникĕсене тав турĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - финанс пайĕн начальникĕ Г.Анисимова Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн "Чăваш Республикинчи муниципалитет пĕрлешĕвĕсен финанс ĕçĕсен пахалăхне хак парасси тата мониторинг йĕрелесси çинчен" постановленине кĕртнĕ улшăнусемпе паллаштарчĕ.