Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Асамлă, хăватлă!

"Халăх пултарулăхĕн Пĕтĕм Раççейри фестивалĕ" статуса тивĕçнĕ, Чăваш Республикин кунне уявланă чухне çулсеренех иртекен "Раççей çăлкуçĕсем" фестиваль кăçалхипе 23-мĕш хут иртнĕ. Вăл июнĕн 23-мĕшĕнче Шупашкарти Хĕрлĕ лапамра К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ умĕнче уçăлнă. "Раççей çăлкуçĕсем" фестивале Чăваш Республикин тĕп хулине Раççей Федерацийĕн 16 регионĕнчен тата Беларуç Республикинчен пурĕ 19 пултарулăх ушкăнĕ килсе çитнĕ.

Чи малтан чăваш артисчĕсем хăйсен пултарулăхне кăтартнă. Вĕсен юрăллă-ташăллă "умсăмахĕнче" Раççейре кăçал Литература çулталăкĕ пулни, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитни уçăмлăн палăрса тăнă. К.В.Иванов поэми тăрăх Григорий Хирбю çырнă "Нарспи" оперăри "Алран кайми аки-сухи" янăраса кайсан Петĕр Хусанкай сăввинчи пек "чăваш чĕри, хуйхи-суйхи, шăпи - йăлт куç умне тухнă".

Уява Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа, Беларуç Республикин промышленноç министрĕ Виталий Вовк, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, ЧР культура министрĕ Вадим Ефимов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов тата ытти хисеплĕ хăнасем хутшăннă. "Раççей регионсемпе вăйлă. Кашни тăрăхăн хăйĕн, никамăн пек мар культури. Шăпах вĕсем Раççей Федерацийĕн нумай енлĕ культурин уйрăлми пайĕ пулса тăраççĕ", - тенĕ Михаил Васильевич уява пухăннисене саламласа тата тав туса.



"Елчĕк Ен"
01 июля 2015
09:05
Поделиться