Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Сыхланакана Турă та сыхлать

Çуллахи шăрăх çанталăк тăрать. Çавна май пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене çирĕп пăхăнмаллине самантлăха та манмалла мар. Кăçал районта 8 пушар пулнă, пĕлтĕр çак вăхăтра - 7. Кăçалхи пушарсенче 1 миллион ытла тăкак курнă.

Çакна палăртсах калатăп, çĕртме уйăхĕнче пушарсен йышĕ палăрмаллах ỹсрĕ. Пĕр эрне хушшинче 2 "хĕрлĕ автан" алхасрĕ, 2 хуçалăх çунма пуçларĕ.

Çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Тăрăмĕнчи ватă çын утюгне сỹнтермесĕрех çывăрма выртнă. Тимсĕрлĕх çинчен маннăран сарайĕ сиенленнĕ. Районта Акатуй уявĕ кĕрленĕ вăхăтра Аслă Елчĕкре хуçасăр çурт çунчĕ. Сăлтавĕ - пирус туртнă чухне асăрханусăр пулнинче. Çĕртме уйăхĕн 13-мĕшĕнче çĕрле Аслă Пăла Тимешри пĕр хуçалăхăн çуллахи çурчĕ, тепĕр кунне Тĕмерти никам çинче те регистрациленмен çурт сарайĕ сиенленчĕ. Инкексен сăлтавĕсем - электрооборудовани юсавсăрри.

Хăрушă инкек-синкек ан пултăр тесен кашни уйрăм хуçалăхрах пичкесемпе шыв, огнетушительсем пулмалла. Çавăн пекех кил-çурт таврашне яланах тирпейлĕ тытмалла. Кивелнĕ электричество пралукĕсене вăраха ямасăр юсамалла е çĕнĕрен улăштармалла. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен çуллахи вăхăтра кашни ялтах кас хуралĕсем тухассине йĕркелемелле, пĕччен пурăнакан ватăсене, ĕçкĕ-çикĕне кăмăллакан çемьесене уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрмалла.

Граждансем! Çакна яланах асра тытăр, вут-кăвар нихăçан та каçармасть. Хăрушă инкек ан пултăр тесен пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене çирĕп пăхăнмалла. Çавăн чухне тин кĕтмен инкексенчен пăрăнма пулать. Енчен те пушар тухнине асăрхасан çийĕнчех 01 е 112 телефон номерĕсемпе шăнкăравламалла. Хăвăрăн ятăра, адресăра, ăçта, мĕн çуннине тĕплĕн пĕлтермелле.

А.САЙКИН,

пушар асăрхавĕн районти уйрăмĕн ертỹçи.



"Елчĕк Ен"
27 июня 2015
08:37
Поделиться