Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Малашне те хастар пулар

Малашне те хастар пулар

Шупашкарти "Олимпийский" спорт комплексĕнчи Пăр керменте Регионсен хушшинчи "Регионсем - чикĕсĕр килĕштерсе ĕçлесси" XXII курав ĕçлет. Ăна Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа - 95, Шупашкар хулине никĕсленĕренпе - 550, Аслă Çĕнтерỹ - 70, Çĕнĕ Шупашкар хули 55 çул çитнине халалланă. Курав июнĕн 28-мĕшĕччен ĕçлет. Унта 200 яхăн предприяти-организаци хутшăнса хăйĕн продукцине кăтартать.

Курава ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев уçрĕ.

- Тĕп хуламăр çыннисемпе курав хăнисем! Пурне те çак кермен алăкĕсем уçăлнă ятпа саламлатăп! Кунта ăна пĕрремĕш хут ирттеретпĕр. Курав республика халăхне, уйрăммăн илсен пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлесе бизнес тăвакансене кирлĕ. Унта таварпа пулăшу ĕçĕсен тĕслĕхĕсемпе паллаштарнă кунсенче, каннă хушăра калаçса ларнă чухне çĕнĕ килĕшỹсем çирĕплетессе шанса тăратăп. Америка, Европĕрлĕх санкцийĕ Раççее ăнăçлă ĕçлеме ура хунă чух вĕсем çĕршывăн шалти аталану çулĕсене шыраса тупма пулăшĕç. Йывăрлăхсене çĕнтерсен, бизнеса вăй парсан çеç эпир ỹсĕмĕн çỹлерехри картлаçĕ çине ярса пусăпăр. Малалла ăнтăлса паха та конкуренцие çĕнтерекен тавар туса кăларăпăр тата сутăпăр. Эпĕ тĕп хула çыннисене Республика кунне халалланă уявсемпе куравсене хутшăннăшăн, Чăваш Ен хăнисемпе ăшшăн калаçнăшăн, ырă суннăшăн тав тăватăп, пурин умĕнче те - пуçăма таятăп. Ỹлĕм те хастар пулăр. Эпир, влаç органĕсем, республика вăй-халне çавнашкал форумсенче сирĕнсĕр туллин кăтартаймăпăр. Пурне те ăнăçу, вăй-хал, телей, юрату сунатăп. Патшалăх уявĕпе - Республика кунĕпе - саламлатăп! Сывă пултăр республика халăхĕ!

Михаил Игнатьев, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, тĕп хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов предприяти-организацин тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен экспозицийĕсемпе паллашрĕç.



"Елчĕк Ен"
27 июня 2015
08:33
Поделиться