Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Чăваш Ен вăйлă аталанакан 10 регион йышĕнче

Шупашкарта "Регионсем: экономика ỹсĕмĕн çĕнĕ çăлкуçĕсем" VIII экономика форумне Итали, Япони, Турци, Англи, Беларуç, Раççей регионĕсен делегацийĕсем хутшăнчĕç.

Пĕрлехи ларăва Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Finjecto компани директорĕ Антон Хреков (Мускав) уçса ертсе пычĕ, форума килме кăмăл тунă хăнасемпе паллаштарчĕ. "Шупашкарта çуллен экономика форумĕ ирттересси Чăваш Ен пурнăçне кĕрсе вырнаçрĕ. Унта ĕçлĕ çынсем пуçтарăнаççĕ. Унăн аудиторийĕ пур. Чăваш Ен пуриншĕн те уçă регион пулнине, ỹсĕмлĕн аталаннине, унта инженери, телекоммуникаци, транспорт инфратытăмне хывнине, республикăн инвестици климачĕ илĕртỹллине тĕнчене пĕлтересси - пирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ, - терĕ республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев. - Иртнĕ эрнере Санкт-Петербургра пулнă Пĕтĕм тĕнчери экономика форумĕнче федераци субъекчĕсен инвестици климачĕн рейтингĕн пĕтĕмлетĕвĕпе паллаштарчĕç. Бизнеса ирĕккĕн аталантарма май тунă 10 регион хушшинче Чăваш Ен те пур. Эпир 9-мĕш вырăн йышăнтăмăр".

Игнатьев юлашки çулсенче тĕрлĕ отрасльти специалистсен квалификацине ỹстерес, çамрăксенчен производствăра кирлĕ кадрсем хатĕрлес тĕлĕшпе нумай ĕçлени çинчен каласа пачĕ.

Раççей Индустри паркĕсен ассоциацийĕн ĕç тăвакан директорĕ Денис Журавский Шупашкарти Индустри паркĕн пĕрремĕш объекчĕсене хăпартма пуçланине ырларĕ. Михаил Игнатьев вăл пуçарнă калаçăва тăсса çапла каларĕ: "Паянхи кун тĕлне республикăн - инвестицин 100 проекчĕ. Кашни вăтамран 1,3 млрд тенкĕлĕх. Эпир çуллен цехсемпе заводсем хута яратпăр, çынсем валли пысăк ĕç укçи ĕçлесе илме май паракан вырăнсем йĕркелетпĕр".

РФ Федерацин Канашĕн ют çĕршыв ĕçĕсен комитечĕн председателĕ Константин Косачев Раççей экономикине вăй парса тăракан хăватсем Мускавпа Санкт-Петербургра мар, регионсенче вырнаçнине, вĕсем çĕршыва çирĕплетме яланах кирлĕ ырлăх-пурлăх панине палăртрĕ.

РФ экономика аталанăвĕн министрĕн çумĕ Олег Фомичев пĕчĕк бизнес Раççейре Европăри чылай патшалăхрипе танлаштарсан лайăхрах аталаннине палăртрĕ, экономика кризисĕ обществăна сиен кỹнĕ тапхăрта вăл е ку патшалăхшăн çемçе тỹшек вырăнĕнчех терĕ.

Форумра ытти яваплă çынсем те тухса калаçрĕç.



"Елчĕк Ен"
27 июня 2015
08:31
Поделиться