Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Хурланатпăр, асăнатпăр

1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче фашистла Германи пирĕн Тăван çĕршыва сĕмсĕррĕн тапăнса кĕнĕ. Аттелĕхĕн Аслă вăрçи 1418 кун тăсăлнă.

Аттелĕхĕн Аслă вăрçи пуçланнă куна асăнупа хурлану кунĕ тесе палăртнă. Ăна халалласа Елчĕкре митинг иртрĕ. Митинга район администрацийĕн культура тата информаципе тивĕçтерекен пайĕн ертỹçи А.Александрова ертсе пычĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин хăйĕн сăмахĕнче хăрушă вăрçă инкекĕ кашни çемьенех пырса тивнине, çапах та ăна çынсем, йывăрпа пулин те, çĕнтерме пултарнине палăртрĕ. Митинга хутшăннисем Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче пуçне хунă салтаксене асăнса лартнă палăк умне чечек кăшăлĕ хучĕç.

Асăнупа хурлану кунĕнче Пĕтĕм Раççейĕпех "Ăрусен астăвăмĕ" ыркăмăллăх акцийĕ пуçланчĕ. Ăна йĕркелекенсем - ветерансен тĕрлĕ обществăлла организацийĕсем, çавăн пекех Совет Союзĕн Паттăрĕ В.Терешкова космонавт. Унта кашни çын хутшăнма пултарать. Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче тата "хĕрỹ точкăсенче" пулнă салтаксен ячĕпе укçа-тенкĕ хывакансем хĕрлĕ гвоздика илĕç. Елчĕк районĕнче пурăнакансем те çак акцие хутшăнасса шанса тăратпăр.

А.ФЕДОРОВ.



"Елчĕк Ен"
23 июня 2015
13:42
Поделиться