Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Хастарлă, хыт утăмлă

Хастарлă, хыт утăмлă

Район администрацийĕн пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшỹллĕн Валерий Изратов предпринимателе районти Акатуй уявĕнчи савăнăçлă лару-тăрура "Культура çулталăкĕнчи чи лайăх меценат" ят парса чыс тунă.

Валерий Васильевич хăй вăхăтĕнче тăван ялĕнче - Кавалта, ун хыççăн Елчĕкри культура çурчĕсенче, пурĕ 20 çул ытла, директор пулса тăрăшнă. Лайăх ертỹçĕ, теветкеллĕ, хăюллă çын пулнипе палăрса тăнă. Предприниматель ĕçне пуçăннăранпа та вунă çул ытла иртнĕ пулин, культура ĕçĕ уншăн халĕ те çывăх. Çавна май районти тĕрлĕ мероприятисене йĕркелесе ирттерме хастар хутшăнать. Çын хистенипе мар, чунĕ ыйтнипе пурнăçлать вăл çак ĕçе. 2014 çул - Кульура çулталăкĕ пулчĕ. Çавна май район шайĕнче ăна питех те анлăн, тĕрлĕ енлĕн йĕркелесе ирттерме сахал мар спонсор пулăшăвĕ панă. Район администрацийĕн культура тата информаципе тивĕçтерекен пай ертỹçи Антонина Александрова унпа ĕçлеме те мĕн тери çăмăл пулнине палăртать. Мĕншĕн тесен Валерий Васильевич, культура ĕçĕнче "чул каснă" çын, уявсене çынсен кăмăлне тивĕçтермелле, асра юлмалла йĕркелеме хăй те усăллă сĕнỹ пама пĕлнинчен тĕлĕнмелли çук. Вăл Çĕнĕ çулта кашни билет çине выляв тухакан шырлăхсăр лотерея йĕркеленине, Çăварнине питех те шеп ирттерме пулăшнине, темиçе уявра фейерверк туса пама пултарнине пурте лайăх астума тивĕçлĕ.

Валерий Изратов, тĕпрен илсен, хуçалăхра куллен кирлĕ таварсемпе суту-илỹ тăвать. Пахалăхлă, çав вăхăтрах хакĕ те тивĕçтермелли таварсене сĕнекен çынна Елчĕкре анчах мар, районти ытти ялсенче пурăнакансем те яланах хапăл туса кĕтсе илеççĕ. Пуринпе те ăшпиллĕн калаçма пĕлнĕрен, сĕнỹ-канаш парса пулăшнăран та пулĕ çынсем ытларах унран тавар туянаççĕ. Район центрĕнче икĕ çул каялла уçнă "Водолей" лавкка та ял çыннисен ыйтăвне туллин тивĕçтерет. Тăрăшуллă, типтерлĕ хуçа лавкка территорине тирпей-илем, хăтлăх кỹрессишĕн, çапла майпа тавар туянакансене хăй лавккине ытларах явăçтарассишĕн нумай тăрăшать. "Водолей" территорийĕнче çуллахи вăхăтра илемлĕ чечексем ешереççĕ, хĕлле - Çĕнĕ çул умĕн юртан, пăртан тунă юмахсенчи сăнарсен кỹлеписене ăсталаса лартаççĕ. Çуртсен умĕнчи территорие Çĕнĕ çул ячĕпе илемлетес тĕлĕшпе уйрăм предпринимательсем хушшинче иртнĕ районти конкурсра мала тухса район администрацийĕн дипломне тивĕçнĕ. Илеме чун-чĕрепе туясси вара Изратовсен юнран пырать. Валерий Васильевичпа пĕртăвансем: Татьяна Шаркова - декораци ăсталăхĕпе ỹнер искусствин паллă художникĕ, Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Галина Изратован ят-сумĕ тăмран пуканесем ăсталанипе, вĕсене тĕрлĕ наци тумĕсемпе сăнарласа пама пултарнипе çĕршыва сарăлнă. Пултаруллă ачисене кун çути парнеленĕ ашшĕпе амăшĕн - Василий Степановичпа Наталья Павловнан ячĕсем те вилĕмсĕр. Вĕсем иккĕшĕ те Аттелĕхĕн Аслă вăрçин ветеранĕсем пулнă. Майăн 9-мĕшĕнче - Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине халалланă районти уявра Валерий ывăлĕ ашшĕпе амăшне мĕн тери хисепленине тата паттăрлăхĕпе мăнаçланнине палăртса вĕсен пысăклатнă сăнỹкерчĕкĕсене йăтса "Вилĕмсĕр полк" акци колоннипе утса иртнĕ...

Светлана АРХИПОВА.

Сăнỹкерчĕкре: Валерий Васильевич тата унăн мăшăрĕ Нина Николаевна хăтлă кил-çурт хăпартнă, пахчара çитĕнекен чечексен илемĕ вĕсен чун-чĕрине тыткăнлать.



"Елчĕк Ен"
23 июня 2015
13:43
Поделиться