Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Чи лайăх регионсен йышĕнче

Раççей Президенчĕ Владимир Путин Петербургра иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери экономика форумĕнче Чăваш Республикине инвестици ĕçне чи лайăх аталантаракан регионсенчен пĕри тесе палăртнă.

Çĕртме уйăхĕн 19-мĕшĕнче Петербургра иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери экономика форумĕнче Раççей Федерацийĕн субъекчĕсенче инвестици климатне тытса пынин Наци рейтингĕн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. Раççейри 200 пин ытла бизнесменран 2015 çулта бизнес епле аталанни çинчен ыйтса пĕлнĕ.

Раççей Президенчĕ Владимир Путин форум ĕçĕнче рейтинг пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине çирĕплетнĕ, инвестицисем хывассипе чи лайăх ĕçлекен регионсене палăртнă. Рейтинг кăтартăвĕсем тăрăх Чăваш Республики инвестици ĕçне чи лайăх аталантаракан 10 регион шутне кĕнĕ. Ку чухне экспертсем бизнеса аталантарма условисем йĕркелесе панине, вĕсен уçăмлăхне шута илнĕ, предпринимательсем патшалăх пулăшăвĕпе усă курнине те тишкернĕ.



"Елчĕк Ен"
23 июня 2015
13:44
Поделиться