Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Вĕсене район пĕлет

Районти тĕп больницăри шурă халатлă ĕçченсене пурте сăнран палламаççĕ пулсан та, хăшĕ-пĕрисен хушамачĕсене аса илсенех вĕсем камсем пулнине каласа пама пултараççĕ. Сывлăх сыхлавĕнче çемйипех тăрăшакан мăшăрсене пурте пĕлеççĕ. Вĕсем - Молоствовсем, Патшинсем, Катайкинсем, Петровсем.

Патшинсем

Николай Николаевич Патшин Елчĕкри тĕп больницăри хирурги уйрăмне 1991 çултанпа ертсе пырать. Аслă категориллĕ хирург яваплăха туякан, пысăк тавракурăмлă специалист пулнипе палăрса тăрать. Николай Николаевич ĕçтешĕсем хушшинче те, ял-йышра та пысăк авторитетлĕ. Вăл вар-хырăм хăвăлĕн органĕсенче туман операци çук. Ĕçре малта пыракан формăсемпе, мелсемпе усă курать. Чирленĕ çынна госпитализацилессине хăй татса парать, ăна малтанах тĕплĕн тĕрĕслет. Мĕн сывалса çитиччен чирлĕ çынна хăй пăхать, ыттисене те эмелпе çеç мар, ăшă кăмăлпа та сиплеме ыйтать.

Заведующи уйрăмри кашни врача, медицина сестрине квалификацине ỹстерме майсем туса парать. Коллектив пурнăçĕнчен аякка пăрăнмасть Николай Николаевич. Унăн Тав хучĕсемпе Хисеп грамотисем йышлă. 2004 çулта вăл "Чи лайăх врач" ята тивĕçнĕ. 2005 çулта пултаруллă хирурга "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ" ят парса чыс тунă.

Николай Николаевичăн мăшăрĕ, Мария Алексеевна, районти функциллĕ диагностика тата УЗ диагностикин врачĕнче тăрăшать. Аслă категориллĕ тухтăр стажа медсестраран пуçăннă. Малтанах вăл Шупашкарти медучилищĕрен вĕренсе тухнă. Пĕр вăхăт республикăри куç больницинче ĕçленĕ. 1982-1988 çулсенче Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетĕнче вĕреннĕ. Алла диплом илсенех Елчĕк больницине килнĕ. Малтанах ултă çул терапевтра вăй хунă.

Мария Алексеевна - сăпайлă, пысăк тавракурăмлă врач. Вăл хăйĕн ĕçченлĕхĕпе коллективра та, ял çинче те ырă ят çĕнсе илнĕ.

Патшинсем ывăлпа хĕр çитĕнтернĕ. Асли информатик-экономист профессине алла илнĕ пулсан, хĕрĕ ашшĕ-амăшĕ çулĕпе кайнă. Вăл - врач.

Катайкинсем

Владимир Алексеевичпа Светлана Алексеевна Катайкинсем 28 çул Аслă Елчĕкрен Елчĕкри больницăна ĕçе çỹреççĕ. Владимир Алексеевич ăста хирург пулнипе ырă ят çĕнсе илнĕ районта. Çăмăл алăллă специалист операци тусан чирлисем часах ура çине тăнă. Халĕ Владимир Алексеевич эндоскопист тухтăр пулса тăрăшать. Унăн ĕçĕпе чирлисем кăмăллă. Ăста тухтăр 2007 çулта "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ" ята тивĕçрĕ.

Светлана Алексеевна 25 çул районти физиотерапи уйрăмне ертсе пырать. Пĕрремĕш квалификациллĕ тухтăр малтанах Тамбов облаçĕнче терапевтра ĕçленĕ. Елчĕкре - 1990 çултанпа. Хăйне шанса панă ĕçе тивĕçлипе пурнăçлать Светлана Алексеевна. Общество пурнăçĕнче те харсăр. Катайкинсен ырă ячĕ таврана саланнă.

Тухтăрсен çемйин туссем те йышлă. Килĕшỹллĕ çемьере икĕ ывăл çитĕннĕ. Пĕри юрист специальноçне алла илнĕ, тепри - врач. Катайкинсене Валерия мăнукĕ савăнăç кỹрет.

Районти тухтăрсене, медицина сестрисене професси уявĕпе саламлатпăр, ырлăх-сывлăх, телей, юрату сунатпăр. Уяв ячĕпе сире, туссем!

В.АЛЕКСЕЕВА. 



"Елчĕк Ен"
20 июня 2015
13:34
Поделиться