Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Район уй-хирĕсенче

Çĕртме уйăхĕн 19-мĕшĕ тĕлне районти ялхуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче курăксене 5044 гектар (90 процент), вăл шутран 2858 гектарне утăлăх, 1153 гектарне сенажлăх, 1033 гектарне ешĕл апат валли çулнă.

Ялхуçалăх культурисене çумкурăкран хỹтĕлесе районĕпе 17720 гектар çинче гербицид сапнă. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене хурт-кăпшанкăран сыхласа районĕпе 14233 гектар çине им-çам сапнă.

Çĕрулмин рет хушшисене 744 гектар çинче кăпкалатнă.

4569 тонна утă, 3778 тонна сенаж хатĕрленĕ.



"Елчĕк Ен"
20 июня 2015
13:27
Поделиться