Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн йышăнăвĕ
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавне палăртасси çинчен
Федерацин 2002 çулхи июнĕн 12-мĕшĕнче "Раççей Федерацийĕн гражданĕсен суйлав прависен тата референдума хутшăнмалли правин тĕп гарантийĕсем çинчен" йышăннă 67-ФЗ № саккунĕн 10 статйипе, Чăваш Республикин Конституцийĕн 80 статйипе тата Чăваш Республикин "Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавĕ çинчен" йышăннă саккунĕн 12 статйипе килĕшỹллĕн Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ çапла йышăнать:
1. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавне 2015 çулхи сентябрĕн 13-мĕшĕнче ирттерме палăртас.
2. Çак йышăну ăна официаллă майпа пичетлесе кăларнă кунран вăя кĕрет.
Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн
Председателĕ Ю.ПОПОВ.
Шупашкар, 2015 июнь, 11, 878 №.