Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Сăмах ăстисем тĕл пулнă

Сăмах ăстисем тĕл пулнă

Лидия Сарине писателе Чăваш Енре лайăх пĕлеççĕ. Вăл чылай кĕнеке авторĕ, çавăн пекех унăн калавĕсем республикăри хаçатсенче тăтăшах пичетленеççĕ.

Елчĕкри клуб тытăмĕ çумĕнчи театр пĕрлешĕвне çỹрекен ачасем унăн пьесисене лайăх пĕлеççĕ. Елчĕкри халăх театрĕн режиссерĕ В.Панкратова Лидия Саринен "Наян мулкач" пьеси тăрăх спектакль те лартнă. Хăйсен пултарулăхĕпе Елчĕк ачисем республикăра ырă ят çĕнсе илнĕ. Раççейре Литература, Чăваш Енре К.В.Иванов çулталăкне уçнă уявра шăпах Лидия Саринепе В.Панкратова тата "Чунăм вĕçтĕр ирĕке" кĕнеке авторĕ Н.Левая тĕл пулнă. Сăмах ăстисен пĕр-пĕринпе калаçмалли, сỹтсе явмалли сахал мар...

В.Кириллова сăнỹкерчĕкĕнче: Н.Левая, Л.Сарине, В.Панкратова.



"Елчĕк Ен"
17 июня 2015
10:25
Поделиться