Пĕтĕмпех - ачасемшĕн
"Чувашия" ПТРК, "Чăваш Ен" наци телевиденийĕ тата "Советская Чувашия" хаçат Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннипе ирттерекен "Пирĕн республика. Тĕп тема" телепрограммăн черетлĕ кăларăмĕнче Чăваш Республикинчи шкул çулне çитмен ачасене пĕлỹ парас тытăма аталантарасси, амăшлăхĕпе ачалăха хỹтелесси пирки калаçу пынă.
Амăшĕ сывă - ачи те сывлăхлă
Иртнĕ эрнере Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Президентăн перинаталь центрĕнче пулнă вăхăтра кунтан çут тĕнчене килнĕ ачасен амăшĕсене кăларнă тапхăрпа çыхăннă. Чечексем, савăнăçлă кулă, саламсемпе ырă суннисем. Çамрăк амăшĕсем хăйсен савăнăçне пытарайман, медиксене, акушерсене, хĕрачасемпе арçын ачасене çак тĕнчене килме чи лайăх условисем туса панă çынсене тав сăмахĕсем каланă.
Халĕ пĕр пин çын пуçне çулталăкра 14 ача çуралать. Çакă федерацин Атăлçи округĕнчи чи лайăх кăтарту. Иртнĕ çул 2010 çулхинчен 1050 ача ытларах çут тĕнчене килнĕ. "Çакă пире шанăç кỹрет. Чăваш Енре демографи лару-тăрăвĕ лайăхланать, апла унăн малашлăхĕ пур, - палăртнă Михаил Игнатьев. - Çавăнпа çамрăк ачасем хăйсен малтанхи кунĕсенченех хăйсене хăтлăнрах туймалла".
"Президентăн перинаталь центрĕ" бюджет учрежденийĕн тĕп тухтăрĕ Сергей Милаев Чăваш Ен Пуçлăхне физиотерапи уйрăмĕ тăрăх мăнаçлăн ертсе çỹренĕ - кунта бассейн та пур. Центрăн клиникăпа диагностика уйрăмĕнче амăшĕсен шкулне йĕркеленĕ - çакă ача çуратакансене ачана пăхмалли мелсемпе паллаштарма май парать. Чăваш Республикинче сывлăх сыхлавне модернизацилемелли программăпа килĕшỹллĕн юлашки çулсенче хальхи йышши медицина оборудованине 290 единица, пĕтĕмпе 124 миллион тенке яхăн туяннă. Сыватупа диагностика корпусĕсенче 42 миллион тенкĕлĕх юсав ĕçĕсене пурнăçланă. Перинаталь центрĕ пулнине шута илсе республикăри хĕрарăмсем иккĕмĕшпе виççĕмĕш ачасене те çуратма шутлаççĕ, çавăн пекех ỹсĕм те çула пỹлмест. Михаил Игнатьев 40 çултан иртнĕ пулас ача амăшĕсемпе тĕл пулса калаçнă.
Нумай ачаллă çемьесен йышĕ ỹсет
Ача çуратакансем Чăваш Республикин Пуçлăхне маларах вĕсем генетика скринингĕ витĕр тухнине пĕлтернĕ. Хромосомсен пуххи тăрăх ачасем çураличченех мĕнле чирсемпе сиенленнине палăртаççĕ. "Диагностика мелĕсемпе анлă усă курнине пула кашни çулах тĕрлĕ йывăр кăлтăксемлĕ 50-60 ача çуралассинчен пăрăнма май пур", - пĕлтернĕ Сергей Милаев. Перинаталь центрĕн тухтăрĕсем çутçанталăка парăнтарма вĕренсе çитнĕ. Хальхи репродуктивлă технологисене пурнăçа кĕртсе икĕ пине яхăн хĕрарăма амăшĕн телейне курма пулăшнă.
Енчен те ача маларах çуралнă пулсан, ăна инкубаторта çитĕнтереççĕ. Кунта вăл хăйне амăшĕн хырăмĕнчи пекех лайăх туять. "Çакна палăртатăп - Раççейрипе танлаштарсан, çуралнă ачасем вилессин шайĕ Чăваш Енре пĕчĕккисенчен пĕри. Пĕчĕк виçеллĕ ачасене пăхассипе вара пирĕн республика чи лайăх виçĕ регион йышне кĕрет", - палăртнă Сергей Милаев.
Перинаталь центрĕнче пулнинчен мĕнле шухăш-кăмăл юлни çинчен журналист панă ыйту çине Михаил Игнатьев çак сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕ аталанни лайăх пулнине хуравланă. Кунта пĕтĕмпех тĕнчери стандартсене тивĕçтерет. Урамсенче çамрăк амăшĕсем коляскăсемпе ытларах çỹреме пуçлани савăнтарать. Виçĕ, тăватă, çавăн пекех пилĕк ача çитĕнтерекен çемьесем йышланни те кăмăллă. Юлашки виçĕ çулта çеç нумай ачаллă çемьесен йышĕ 26 процент ỹснĕ. Çакă лайăх пулăм.
Тен, космонавтсем те çитĕнĕç
Шупашкарти "Созвездие" ача садĕнче Михаил Игнатьев виççĕмĕш ача амăшĕ пулма хатĕрленекен Марина Тихоновăпа калаçнă. Ача сачĕ Миттов бульварĕнче 2013 çулта уçăлнă. Марина кунта хăйсен ывăлĕпе хĕрачине илсе килет. Часах пĕчĕк хĕрĕ валли те вырăн тупăнĕ.
Тихоновсене кунта йăла условийĕсемпе вĕренỹ йĕркеленĕвĕ питĕ килĕшет. Садике 456 ача килет. Наталья Спиридонова заведующи Михаил Игнатьева садикре космонавтикăн интерактивлă музейĕ ĕçленине, унта ачасем Çут тĕнче уçлăхне тухма пултарнине каласа панă. Тен, хальхи воспитанниксенчен хăшĕ те пулин хамăр ентешĕмĕрĕн Андриян Николаевăн паттăрлăхне пурнăçа кĕртĕ, космонавт пулĕ. Садикре ытти профессипе те паллашма пулать. Кунта музыкăпа физкультура залĕсем, изостуди, акăлчан чĕлхин, педагогикăпа психологин тата ытти кабинетсем, территоринче автохула пур. Çак ача садĕнче, ытти хăш-пĕр çĕрти пекех, сусăр ачасем ыттисемпе пĕр тан пĕлỹ илмелли майсене йĕркеленĕ.
Ача сачĕн бассейнĕнче "вăйсăртараххисем" сыввисемпе тата вăйлисемпе пĕрле ишме вĕренеççĕ. Пĕр пек условисем туса пани психологи тата социаллă план енĕпе лайăх аталанма пулăшать. Ачасем амăшĕсемпе пĕрле занятисене хутшăнаççĕ. Çавăн пекех садике виртуаллă майпа та килме май пур, сăмахран, логопедпа скайппа черетлĕ заняти ирттереççĕ.
Нумай ачаллă çемьесемшĕн ачашăн тỹлеме çемье бюджетне çỹхетесси пирки ыйтусем çук. Хăш-пĕр категорири çынсене социаллă пулăшу параççĕ, компенсаци тỹлеççĕ: пĕрремĕш ачашăн - 20 процент, иккĕмĕшĕшĕн - 50 процент, виççĕмĕшĕшĕн 70 процент. Муниципалитетăн 15 йĕркеленĕвĕнче виçĕ е ытларах ача çитĕнтерекен амăшĕсем икĕ хут сахалтарах тỹлеççĕ.
Ачашăн тỹлекен укçа-тенкĕн ытларах пайĕ вĕсене апат-çимĕçпе тивĕçтерме каять. Кунта уйăхсерен 1100-1150 тенкĕ тăкакланать. "Эпир ачашăн тỹлекен укçа-тенкĕн виçине ỹстермерĕмĕр, малашне те шкул çулне çитмен ачасен учрежденийĕсенче апат-çимĕçшĕн хак ỹстерессинчен пăрăнма тăрăшатпăр", - шантарнă Михаил Игнатьев.
Пĕлỹ тĕнчине - малтанхи утăм
Ачасен шкул умĕнхи учрежденийĕсене çĕклесси - Чăваш Ен Пуçлăхĕшĕн уйрăм пуç ыратăвĕ.
"Вăйлă патшалăхăн чи паха енĕ вăл - çамрăксемпе ваттисене куллен пулăшса пыни, - "СЧ" корреспонденчĕпе калаçнă май палăртнă Михаил Игнатьев. - Ашкăнуллă 90-мĕш çулсенче ачасен сачĕсене лавккасене, çĕвĕ тата сĕтел-пукан мастерскойĕсене, парикмахерскисене, складсене тата ыттисене çавăрни чуна пырса тиветчĕ. Халĕ чулсене салатасси вĕçленчĕ, вĕсене пуçтарма вăхăт. Ачасенчен тытса илнине тавăрни çеç вырăнсăр, ача-пăча учрежденийĕсене çĕнĕрен çĕклемелле. Юлашки çулсенче республикăра 40 ача садне реконструкциленĕ тата çĕнĕрен тунă, 20 пин ача валли хушма вырăнсем тупăннă. Çакă лайăх пулăм. Вăл ачасем шкул умĕнхи вĕренĕвĕн тытăмне аталантарма пачĕ. Отрасле опытлă специалистсем килеççĕ, воспитательсенчен аслă пĕлỹ илнисем йышланаççĕ. Педагогсенчен çурри ытларахăшĕн ĕç стажĕ 20 çул е ытларах, çапах та сотрудниксен 12 проценчĕ - çамрăксем. Çавна май воспитанин тĕрĕсленĕ йăлисемпе вĕренĕвĕн хальхи технологийĕ çирĕп шăранчăкĕ пулать. Çакă çитĕнекен ăрусемшĕн питĕ усăллă".
Республикăри ача сачĕсем вĕреневĕн хальхи стандарчĕсемпе килĕшỹллĕн ĕçлеççĕ. Çапах та кашнийĕнех инновацисене суйласа илессипе хăйсен уйрăмлăхĕсем пур. Шупашкарти 201-мĕш номерлĕ "Островок детства", "Созвездие" сад пекех, "Раççейри чи лайăх 100 ача сачĕ" йышне кĕнĕ. Кунта сывлăха сыхлакан технологисене ĕçе кĕртнĕ - фитотерапи, кислородлă коктейльсем, тăварпа сипленмелли пỹлĕм, ачасен йоги, сывлăх чупăвĕ. Ача садĕнчи бассейнра кунта воспитани илекенсем çеç мар, çывăхра вырнаçнă çуртсенчи ачасем те пур. Вĕсем мĕн пĕчĕкренех ишме вĕренеççĕ. Паллах, ашшĕ-амăшĕ, педагогсем пулăшнипе. Проект ячĕ те кăсăклă - "Плыви, кроха".
Республикăри ача сачĕсенче наци культурине хăнăхтараççĕ, тĕрлĕ чĕлхепе калаçма вĕрентеççĕ. Нумай садиксенче чăваш культурин кĕтесĕсене, çавăн пекех пĕчĕк музейсем йĕркеленĕ. Çĕрпỹри ача сачĕн хăйĕн гимнĕ те пур. Тĕрĕссипе палăртсан, ачасене садиксене вырнаçтарассипе черет пĕтсе пырать. Вăрмарта, сăмахран, ачасене çулталăк çурă тултарсанах садике илеççĕ. Паллах, вĕсене тимлĕх ытларах кирлĕ: ятарлă матрацсем, вырăн таврашĕсем.
Чи лайăххисене - ачасене
Шупашкарти "Волжский-3" микрорайонта çĕнĕрен тăвакан ача садĕнче Вăрмарсен ырă тĕслĕхĕпе усă кураççĕ - кунта та çулталăк çурăри ачасем валли вырăнсем палăртнă. Подрядчикпе калаçнă май, Михаил Игнатьев кунта ĕçлекенсем ахаль çурт çеç мар, республикăн çамрăк гражданĕсене пурнăç çулне кăларакан объект çĕкленине туяççĕ-ши тесе кăсăкланнă. Хуравĕ килĕшỹллĕ пулнă. "Срокпа палăртни пурнăçа вăхăтра кĕрсе пырать", - тенĕ строительсем.
"Çĕкленекен ача сачĕ хальхи стандартсене тивĕçтерет, - палăртнă опытлă Михаил Игнатьев. - Энергие сыхлакан технологипе, экологи енчен таса материалсемпе усă кураççĕ. Çакна курса ĕнентĕм. Чăваш Енре кăларнă кирпĕч паллă вырăн йышăнать. Унччен, маларах облицовка кирпĕчĕсене Чулхуларан тата ытти регионсенчен турттарса килнĕ. Халĕ вара республика экономикине аталантарма май пулчĕ - укçа-тенкĕ хамăрăн стройиндустрин предприятийĕсене каять. Çакă бюджетăн тупăшсен пайне те пуянлатма май парать".
Объектăн кураторне, хальхи вăхăтра 200-мĕш номерлĕ ача сачĕн заведующине Марина Фединăна пурнăçлакан ĕçсен пахалăхне куллен тĕрĕслесе тăма сĕннĕ. "Шан, çапах тĕрĕсле" каларăша шута илмелле. Садике хута янă хыççăн вунă çул нимĕнле ыйту та сиксе тухмалла мар", - палăртнă Михаил Игнатьев.
"Виçĕ çул каялла çеç-ха ача сачĕсенчи вырăнсемпе çыхăннă çивĕч ыйтăва татса пама май çук пек туйăнатчĕ. Паян вара ăна кун йĕркинчен кăларнă! 2014 çулта 15 çĕнĕ ача сачĕ туса хута янă, виçĕ пине яхăн ачапа ашшĕ-амăшĕ тахçантанпах кĕтнĕ парнене тивĕçрĕç. Шантарнă пекех, Шупашкарти бассейнлă ку чухнехи 300 вырăнлă çĕнĕ ача садне Чăваш Ен Правительствине тухăçлă ĕçленĕшĕн панă преми шучĕпе туяннă. 2015 çулта эпир тата çичĕ ача сачĕ уçатпăр, çапла майпа шкулчченхи учрежденисем тумалли программăна вĕçлетпĕр. Чăваш Енри виçĕ çултан аслă мĕнпур ача, муниципалитетсен çурринче вара пепкесем çулталăк çурăран тытăнса ача садне çỹреме пултарĕç!"
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 2014 çулта ЧР Патшалăх Канашне янă Çыруран.
("Советская Чувашия" хаçатран. Июнĕн 10-мĕшĕ).