Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Мĕнпе асра юлчĕ Акатуй?

Ю.КАРПОВ, кире пуканĕ йăтас енĕпе СССР спорт мастерĕ, Чăваш Республикинчи кире пуканĕ спорчĕн федерацийĕн председателĕ:

- Мана тăван районти Акатуй кăмăла çĕклерĕ. Сцена юрă-ташă ăстисемпе кĕрлесе тăрать. Çурхи ĕçсем хыççăн чăннипех те савăнать Елчĕк халăхĕ. Спорт тусĕсене валли йĕркеленĕ сценăна пурне те курăнмалла туни питĕ лайăх. Елчĕксем ĕмĕртен спортпа туслă. Кире пуканĕн федерацине ертсе пынă май шантарсах калатăп, республикăри атлетсенчен 80 проценчĕ Елчĕксем. Çитес çулхи Акатуйра аслисемпе юнашар 10 çулхи кире пуканĕ йăтакансене те курасса шанатăп.

Л.АЙДАРОВА, Пушкăртстан Республикинчи Мишкино районĕнчи "Акарт" ансамбль солисчĕ:

- Чăваш Енре пĕрремĕш хут. Сирĕн наци тумĕсем питĕ пуян, сĕтелĕрсем апат-çимĕçпе йăтăнса лараççĕ. Наци апат-çимĕçне, кăпăклă сăрине астиврĕмĕр. Пире Елчĕксем питĕ тарават кĕтсе илчĕç. Малтанхи кун Лаш Таяпари акар йыттисен питомникĕнче ăшшăн йышăнчĕç. Пултаруллă та ĕçчен Елчĕк çыннисен Акатуйĕн сцени çинче хамăрăн пултарулăха кăтартнине ĕмĕр манмăпăр. Ку уяв хыççăн эпир Канаш районне çул тытатпăр. Унта пирĕн ертỹçĕн пĕрле вĕреннĕ тепĕр юлташĕ ĕçлет. Елчĕк район пуçлăхĕсене, пирĕн ертỹçĕн юлташне Иван Шурбина тата Лаш Таяпари питомник ертỹçине Леонид Князева илĕртỹллĕ экскурсишĕн чун-чĕререн тав тăватпăр. Елчĕк халăхĕ çинчен хамăр туссене хăпартланса каласа паратпăрах. Тепре тĕл пуличчен, туссем!

Ю.ПЕТУХОВ (Кашкăр) поэт, композитор:

- Юлашки çулсенче Елчĕк халăхĕн пысăк уявне хутшăнма ерçейменччĕ. Кăçалхи Акатуйра ентешсене хамăн юрăсемпе савăнтарма тỹр килнĕшĕн телейлĕ эпĕ. Манăн чылай юрра хамăр тăрăхри юрăçсем шăрантараççĕ. Алексейпе Андрей Шадриковсем, Сергей Павлов тата ыттисем тăван ене концертпа килнĕ пулсан эпĕ те ентешсемпе юнашар пулнăнах туятăп. Юрлăр, юратăр, туслă пурăнăр, тăванăмăрсем!

В.КИРИЛЛОВА.



"Елчĕк Ен"
17 июня 2015
10:19
Поделиться