Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Экономика кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ

Елчĕк район администрацийĕ агропромышленность комплексĕнчи предприятисемпе организацисен 2014 çулхи производствăпа финанс ĕçĕн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. Экономика ăмăртăвĕнче çĕнтернисене I степень Дипломпа тата хаклă парнесемпе чыслас:

«АСК-Яльчики» сахал яваплă юлташлăха /ертÿçи - Ю.В.Галкин, тĕп бухгалтерĕ - Е.Г.Савельева/. Кунта 2014 çулхи экономика кăтартăвĕсем чи лайăххи пулнă.

«Энтепе» сахал яваплă юлташлăха /ертÿçи - А.П.Васильев, тĕп агрономĕ - С.Н.Михеев/. Кунта 2014 çулта ÿсен-тăран отраслĕнчи кăтартусем чи лайăххи пулнă.

«Победа» сахал яваплă юлташлăха /ертÿçи - Н.А.Головин/. Кунта 2014 çулта выльăх-чĕрлĕх отраслĕн кăтартăвĕсем чи лайăххи пулнă.



"Елчĕк Ен"
11 июня 2015
15:08
Поделиться