Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Чи пысăк парне - чун-чĕре ăшши

Чи пысăк парне - чун-чĕре ăшши

Çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕнче 55 çул тултарнă Таяпа Энтри ялĕнче пурăнакан Галина Никифоровна Петровăна мăшăрĕ, ывăлĕпе икĕ хĕрĕ, кинĕпе кĕрÿшĕсем, тăватă мăнукĕ - Рома, Данил, Артем тата Максим, ашшĕпе амăшĕ, шăллĕпе пиччĕшĕн çемйисем çуралнă кун ячĕпе чун-чĕререн саламлаççĕ, çирĕп сывлăхпа иксĕлми телей, савăнăçлă кун-çул сунаççĕ.

Чи çывăх çынсемпе тăвансем куç тĕлне туни - хисеплени, сума суни чун-чĕрене ăшăтать. Çакăнтан хаклă парне  урăх çук та...

Галина Никифоровна телейлĕ хĕрарăм. Мăшăрĕпе, таврари паллă фермерпа - Анатолий Васильевичпа пĕрле вĕсем 3 ача -пĕр ывăлпа икĕ хĕрача çуратса ÿстернĕ, тивĕçлĕ воспитани тата пĕлÿ панă. Наташăпа Олеся çунат хушса тăван килтен вĕçсе тухса кайнă ĕнтĕ, вĕсен хăйсен çемйисем. Сергей ывăлĕ çемйипе тĕп килте пурăнать, ашшĕ пекех, чăн-чăн çĕр çынни. Улмуççи йывăççинчен аякка ÿкмест тени тĕрĕсех. Кинĕ - Лариса та тăрăшуллă, теветкеллĕ. Чăваш патшалăх университетĕнчен стоматолог тухтăра вĕренсе тухрĕ, халĕ ординатурăра ăс пухать. Пăянамăшĕ ăна хăйĕн хĕрĕ  вырăнне хурса хисеплет, юратать.

Галина Никифоровна фермер хуçалăхĕнчи ĕçрен те айккинче тăмасть. Пĕрлешÿллĕ хуçалăхра бухгалтер пулса ĕçленĕскер, хут ĕçĕсене йĕркелесе пыма пулăшать. Килти хуçалăхри йышлă выльăх-чĕрлĕхе те юратса пăхать вăл. Кашни кунхи ĕçе ырă  кăмăл-туйăмпа пикенекен хĕрарăма пурнăç савăнăçпа телей, хавхалану парнелет...

С.АНАТОЛЬЕВА.

Сăнÿкерчĕкре: Галина Никифоровна мăшăрĕпе - Анатолий Васильевичпа тата мăнукĕсемпе пĕрле.

 



"Елчĕк Ен"
11 июня 2015
15:07
Поделиться