Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Сăнÿкерчĕксен конкурсĕ

Районти тĕп библиотека «Библиотека в стиле селфи» сăнÿкерчĕксен конкурсĕ йĕркелет.

Унта кашниех хутшăнма пултарать. Сăнÿкерчĕксене библиотекăра, ун тулашĕнче тума юрать. Паян библиотека кĕнеке управçи кăна мар, культурăпа кану центрĕ те пулса тăрать. Библиотека ĕç-хĕлне кăтартакан сăнÿкерчĕксене телефонпа, смартфонпа, фотоаппаратпа, планшетпа кирек хăш вăхăтра та ÿкерме юрать.

Конкурса тĕрлĕ номинацире палăртаççĕ. Тĕплĕнрех библиотека сайтне кĕрсе паллашма пулать. Конкурс чÿк уйăхĕн 10-мĕшĕчченех пырать.



"Елчĕк Ен"
09 июня 2015
09:45
Поделиться