Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Отчетпа суйлав конференцийĕ

Агропромышленность комплексĕн ĕçченĕсен   профсоюз комитечĕн отчетпа суйлав конференцийĕ пулса иртнĕ. Унăн ĕçне АПК ĕçченĕсен профсоюз рескомĕн председателĕ А.Смирнов, район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Л.Левый, районти профсоюз организацийĕсен координаци канашĕн председателĕ А.Клементьев хутшăннă.

Ялхуçалăх предприятийĕсен ертÿçисемпе вырăнсенчи профсоюз комитечĕсен ертÿçисем, профсоз райкомĕн членĕсем АПК ĕçченĕсен профсоюз райкомĕн председателĕ В.Афанасьева 5 çулхи тапхăрти ĕç-хĕл пирки, ревизи комиссийĕн председателĕ А.Соловьева тунă отчетсене итленĕ.  Отчетсем тăрăх «Победа» ООО директорĕ Н.Головин, «Комбайн» ЯХПК председателĕ Г.Федоров тухса калаçнă.

Отчетпа суйлав конференцине хутшăннисем АПК ĕçченĕсен профсоюз райкомĕн председателĕ пулма В.Афанасьевăна хăйнех тепĕр вăхăта суйланă. В.Афанасьевăна тата «Прогресс» акционерсен хупă обществинчи профсоюз комитечĕн председательне О.Крыловăна АПК ĕçченĕсен республикăри отчетпа суйлав конференцине хутшăнма делегата суйланă.



"Елчĕк Ен"
09 июня 2015
10:02
Поделиться