Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Кăтартусене пĕтĕмлетнĕ

Районти Акатуй уявĕ умĕн выльăх-чĕрлĕх отраслĕн 5 уйăхри ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ.

Отчетлă тапхăрта мăйракаллă шултăра выльăхсен хисепне «Эмметево» ОООра, «Рассвет» ЯХПКра, «Урожай» ОООра, Ленин ячĕллĕ, «Сатурн», «Труд», «Комбайн» ЯХПКсенче тата «Прогресс» АХОра ÿстернĕ.

Кăçалхи çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне ялхуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче 3327 пуç /иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 107,2 процент/ сăвăнакан ĕне, 9302 пуç  /115 процент/ сысна шутланнă. Сăвăнакан ĕнесен хисепне «Энтепе», «Яманчурино», «Эмметево», «Победа» ОООсенче, «Прогресс» АХОра тата Ленин ячĕллĕ ЯХПКра ÿстернĕ.

Кăçалхи 5 уйăхри тапхăрта сыснасен хисепĕ «Прогресс» АХОра - 714, «Рассвет» ЯХПКра - 260, «Эмметево» ОООра - 223, Ленин ячĕллĕ ЯХПКра 64 пуç ытларах пулнă.



"Елчĕк Ен"
09 июня 2015
10:01
Поделиться