Этемлĕхе хăратакан чирсем
Чĕрен ишеми чирĕ пирĕн вăхăтри анлă сарăлнă чирсен шутне кĕрет. Хĕрарăмсем стенокарди тата чĕре инфаркчĕпе, арçынсемпе танлаштарсан, вăтамран виçĕ хут сахалтарах чирлеççĕ. 40-45 çула çитиччен хĕрарăмсем хушшинче стенокардипе чĕре инфаркчĕ 8-10 хут сахалтарах тĕл пулать. 60 çултан иртнĕ хыççăн вара арçынсемпе хĕрарăмсем пĕр танах чирлеççĕ.
Пурнăçăн тĕрлĕ условийĕсем чĕре чирĕсене сарăлма май параççĕ. Чĕрен ишеми чирĕ çынсем чирленипе, инвалид пулнин сăлтавĕпе тата вилнисен хисепĕпе пĕтĕм этемлĕхе хăратакан ĕмĕр чирĕ пулса тăчĕ. Стенокардипе чĕре инфаркчĕ, тĕпрен илсен, чĕре юн тымарĕсен атеросклерозĕнчен пуçланаççĕ.
Атеросклероз - юн тымарĕн стенкисем çинче холестеринпа çу евĕрлĕ ытти продуктсем пухăннипе пулакан чир. Атеросклероз вăраха тăсăлакан чирсен шутне кĕрет, вăл çыннăн кирек хăш юн тымарне те сиенлеме пултарать. Нумайăшĕ атеросклероз ватă çынсен чирĕ тесе шутлаççĕ. Ку пачах та тĕрĕс мар. Атеросклероз çамрăксем хушшинче те анлă сарăлнине палăртаççĕ. Çак чир организмри япаласен ылмашăвĕ пăсăлнипе пуçланать. Апатпа пĕрле выльăх çăвĕсем нумай çиекен çынсем çак чирпе тата чĕрен ишеми чирĕпе ытларах чирлеççĕ.
Çусен ылмашăвне йĕркелесе пырасси пăсăлнин сăлтавĕсем тĕрлĕрен. Çакна палăртмалла - ăс-тăн ĕçĕпе нумай ĕçленĕ чухне юнра холестерин, триглициридсен, бета-липопротеидсен шайĕ ÿссе каять. Çавнашкал улшăнусем экзамен, операци, финансистсен отчет умĕн ытларах пулаççĕ.
Мăнтăрланни те, кулленхи пурнăçра хусканусем сахал туни те атеросклероза аталанма пулăшаççĕ. Вăй-хал ĕçне хутшăнман çынсен организмĕнче япаласен ылмашăвĕ, вăл шутра холестерин ылмашăвĕ, чакать. Юнра çусемпе холестерин ытларах та ытларах пухăнаççĕ, вĕсем организмран сахалтарах тухма пуçлаççĕ. Çавăн пекех чир йăхран йăха та куçма пултарать.
Стенокардипе чĕре инфаркчĕн паллисем - чĕре таврашĕнче е кăкăр шăмми айĕнче ыратать, кăкăр хĕснĕ е пÿлĕннĕ пек туйăнать.Тепĕр чухне ыратни сулахай алла е сулахай хул калакне те çитет. Чирлĕ çын вилесрен хăрать, хăвăрт сывланипе сывлăш çитмест. Инфаркт пулнипе пулманнине çирĕплетме электрокардиограмма çыраççĕ. Хăйсем паллисемпе стенокардипе чĕре инфарктне çывăх чирсем те пулма пултараççĕ. Ку чухне тĕрĕс диагноз лартма кансĕр. Чĕре инфаркчĕпе аптăранă чухне час-часах вар-хырăм тĕлĕнчен ыратнă пек туйăнма пултарать. Çавăнпа та чĕре таврашĕнче е вар-хырăмра хытă ыратма пуçласан, сывлăш пÿлĕне-пÿлĕне килсен васкавлă медицина пулăшăвне чĕнмелле.
Чире пуçланма пулăшакан сăлтавсем нумай. Вĕсем чирĕн тĕп сăлтавĕн шутне кĕмеççĕ, анчах та чире аталантарма лайăх майсем туса параççĕ. Çак сăлтавсен шутне çыннăн нервпа эмоци тĕлĕшĕнчен пулакан йывăрлăхсем, юнра холестерин шайĕ, артери юн пусăмĕ ÿсни, хусканусем сахал туни, пирус туртни, ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхни, виçесĕр ÿт хушни тата ыттисем кĕреççĕ.
Стенокардипе чĕре инфаркчĕпе аптăранă чухне малтанхи пулăшу пани пысăк вырăн йышăнать. Чирлĕ çынна канлĕн вырттармалла, пÿлĕме уçăлтармалла. Çавăнпа пĕрлех кĕпе тÿмисене вĕçертмелле. Чĕлхе айне валидол е нитроглицерин таблеткине хумалла, ăна ĕммелле /çăтса яма юрамасть/. Алă айĕнче çак таблеткăсем пулмасан 30-40 тумлам корвалол, пустырник, валериана тумламĕ ĕçмелле е аспирина чăмласа çăтса ямалла.
Çак чирсемпе чирлĕ çыннăн хăйпе пĕрле яланах валидол е нитроглицерин илсе çÿремелле. Енчен вĕсене ĕçсен те чĕре ыратни иртсе каймасан васкавлă пулăшу машинине е врача чĕнмелле.
И.Васильева,
районти тĕп больницăри кардиолог тухтăр.
Сăнÿкерчĕкре: йышăну вăхăтĕнче.