Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Саккунсăр йĕркепе пулă тытнăшăн

Пулă вăлча сапнă вăхăтра ăна икĕ йĕплĕ вăлтапа анчах тытма юрать. Çавăнпа пушă вăхăта çыран хĕрринче вăлта тытса ирттерекен чылай çын апрелĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа июнĕн 10-мĕшĕччен пулăсене асăрханса тытрĕ.

Пулла çыранран çеç тытмалла, сĕрекепе, тетелпе, хытă материалран çыхса тунă сĕрмелли ытти хатĕрпе çулталăкăн кирек хăш тапхăрĕнче те тытма юрамасть. Пулă вăлча сапнă тата ун хыççăнхи тапхăрта йĕркене пăхăнмасăр пулă тытнăшăн административлă тата уголовлă майпа айăплама пултарасси çинчен самантлăха та манса каймалла мар.

Хăй тĕллĕн, шыв çийĕн çÿрекен транспортпа, сирпĕнекен япаласемпе тата химилле препаратсемпе усă курса  саккунсăр майпа пулă тата ытти чĕрчунсене тытнăшăн - çутçанталăка пысăк сиен кÿнĕшĕн Раççей Федерацийĕн Уголовлă Кодексĕн 256 статйин 1 пайĕпе килĕшÿллĕн 100 пин тенкĕрен пуçласа 300 пин тенкĕ таран, е айăпланакан çыннăн 1 çултан пуçласа 2 çулчченхи тапхăрĕнчи ĕç укçи калăпăшĕ чухлĕ штраф пама, е 480 сехет чухлĕ ирĕксĕр ĕçлеттерме, е 2 çул юсанса ĕçлеттерме, е 4 уйăхран пуçласа 6 уйăх таран хупса лартма пултараççĕ. Маларах палăртнă ĕçсене ушкăнпа малтан калаçса татăлса е служба тивĕçĕсемпе усă курса /РФ Уголовлă кодексĕн 256 статйи, 3 пай/ пурнăçланăшăн 2 çуллăха ирĕк правинчен хăтарма пултараççĕ.

Шыв пуянлăхĕпе перекетлĕ усă курассишĕн тăрăшакансене çапла чĕнсе калатпăр: сĕреке-тетелпе, çыхса ăсталанă ытти хатĕрпе усă куракан, пулă тытма шыва кимĕпе кĕрекенсем çинчен пĕр тăхтаса тăмасăр районти полици уйрăмĕн дежурнăй пайне 8/83549/ 2-50-02, ĕç кунĕсенче районти прокуратурăна 8/83549/ 2-50-05 номерлĕ телефонсемпе шăнкăравласа пĕлтерме ыйтатпăр.

В.НИКОЛАЕВ,
район прокурорĕ, юстици советникĕ.



"Елчĕк Ен"
06 июня 2015
09:22
Поделиться