Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Телейлĕ ачасем - телейлĕ пуласлăх

Савăнăçлă самантпа усă курса ушкăн ача-пăчапа ашшĕ-амăшне район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - вĕренÿ тата çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Л.Левый, вĕренÿ тата çамрăксен политикин пайĕн информаципе методика центрĕн методисчĕ И.Тетерина саламланă. Вĕсем районта ачасене ÿссе çитĕнме, тивĕçлĕ воспитани илме тата тавракурăма аталантарма мĕнпур услови çителĕклĕ пулнине палăртса каланă. Хальхи вăхăтра пирĕн районти шкул çулне çитмен ачасене пурне те пĕр харăс ача сачĕсене вырнаçтарма майсем çителĕклĕ. Садикпа сывпуллашнă 159 хĕрачапа арçын ача кăçал пĕрремĕш хут шкула ура ярса пусать.

Уяв ача-пăча кăмăлĕ пек ăшă лару-тăрура иртнĕ. Ачасем хăйсене çывăх юмахри персонажсемпе /Незнайка, Белоснежка, Пеппи-Длинный Чулок/ паллашнă. Паллах, хăйсен пултарулăхне те кăтартнă: ырра вĕрентекен, çутă пуласлăха шанма хистекен юрă-кĕвĕ шăрантарнă, ташланă, тупмалли юмахсен тупсăмне тупнă. Ашшĕ-амăшĕ хăйĕн пултаруллă ывăл-хĕрĕшĕн чун-чĕререн савăнса хĕпĕртенине пытарайман: асăнмалăх сăнÿкерчĕксемпе видеоÿкерчĕксем тунă..

Ÿкерчĕксен конкурсĕнче ачасем вăрçăра вилнĕ паттăрсене асăнса асфальт çине чечексем ÿкернĕ. Шăпăрлансен тăрăшуллă та тимлĕ ĕçне тивĕçлипе хакланă - район пуçлăхĕ Р.Молодова вĕсене сывлăхшăн усăллă пылак çимĕçпе сăйланă. Ачасем чун-чĕререн хĕпĕртенĕ, нумай кирлĕ-и вĕсене савăнма....

Нумай ачаллă çемьесене амăшĕн капиталĕн сертификатне савăнăçлă лару-тăрура пани те асра юлмалла пулчĕ. Пенси фончĕн районти уйрăмĕн ĕçченĕ М.Маркова виççĕмĕш ачисене кун çути парнеленĕ амăшĕсене - Марина Борисовăна /Елчĕк/ тата Елена Петровăна /Патреккел/ амăшĕн капиталĕн сертификачĕсене пачĕ.

Талантлă ачасене тупса палăртас, ырă йăла-йĕркене сыхласа хăварас тĕллевпе йĕркеленĕ «Çăлтăрлă фиеста» конкурс та пурне те килĕшнĕ. 5 çултан пуçласа 14 çула çитичченхи чи пултаруллă ачасем хутшăннă унта: Лена Сыкина, Игорь Дмитриев, Кристина Леонтьева, Ксюша Агеева, Таня Андреева, Наташа Филиппова, Анна Кузьмина, Люсия Плотникова, Катюша Цыганова...

Районти тĕп библиотекăри ача-пăча уйрăмĕн ĕçченĕсем те хăйсен тивĕçне лайăх ăнланаççĕ, вĕсем çуллахи вăхăтра вуламалли «Кĕнекепе пĕрле канатпăр» программа хатĕрленипе анчах çырлахман, уява куçса çÿрекен «Эпĕ вулама юрататăп» кĕнеке куравне илсе тухнă. Çĕнĕ, хитре сăнÿкерчĕклĕ кĕнекесен выставки умĕнчен ача-пăча татăлма пĕлмерĕ. Библиотека ĕçченĕсем тăрăшнипе литература викторини иртнĕ. Чи нумай кĕнеке вулакан Елчĕкри шкулта виççĕмĕш класра вĕренекен Дима Можаев конкурсра 1-мĕш вырăн йышăннă.

...Ачасене хÿтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери куна ял тăрăхĕсенче те анлăн паллă тунă. Аслă Пăла Тимешри Çветтуй Николай ячĕллĕ чиркÿ настоятелĕ Алексей Павлов иерей тăрăшнипе чиркÿ территорийĕнче ача-пăча площадки уçнă. Курнавăшра асфальт çинчи ÿкерчĕксен конкурсне йĕркеленĕ, ачасем кунти библиотекăра «Телейлĕ ачалăх çĕршывĕнче» куравра кĕнекесемпе теттесен коллекцийĕпе паллашнă...

Светлана АРХИПОВА.



"Елчĕк Ен"
03 июня 2015
10:12
Поделиться