Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Шыв пурне те кирлĕ

Шыв пурне те кирлĕ

Тăван Тĕмерти Сергей Салмин предприниматель тараса ямалла тимĕр бетон ункăсем хатĕрлес, ятарлă техникăпа çĕре чавас, унта ункăсем вырнаçтарас ĕçе йĕркелесе яни çинчен унчченех илтнĕччĕ-ха. Çу уйăхĕнче, шыв-шур типнĕ хыççăнах унăн патне ятарласа çитрĕм, ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрăм.

Предпринимателĕн хуçалăхĕ Çирĕклĕ юханшывĕн сулахай енчи чăнкă çыранĕ хĕрринче, сăрт çинче вырнаçнă. Ĕлĕк кунта колхозăн машинăпа трактор паркĕ, севок сухан упрамалли склад вырнаçнăччĕ. Машинăсемпе тракторсене урăх вырăна куçарса кайни 40 çул, складпа усă курма пăрахни 15-20 çул çитрĕ пулас. Пушă выртатчĕ ку тăрăх, склад та сăрт çинче тăлăххăн ларатчĕ. Халĕ çак вырăнта ĕç вĕресе тăрать.

Тĕмер ялĕнче иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенчех уйрăм килсенче çулла тимĕр бетонран ункăсем хатĕрлетчĕç. Ăна çăвĕпех типĕтетчĕç. Çĕр шăнтсан нимелле алăпа тараса чаватчĕç, çийĕнчех вĕсене чавнă çаврака шăтăка антаратчĕç. Ушкăнпа пурнăçламалли ĕçчĕ. Çавăнпа тараса чавса унта тимĕр бетон ункăсем яма 15-20 е ытларах та арçын хутшăнатчĕ. Халĕ нимелле ĕçлеме  вăйпитти арçынĕ те юлмарĕ. Анчах çакă Тĕмерте, ытти ялсенче тараса чавма пăрахнине пĕлтермест.

- 40 çул каялла ялсенче мĕн чухлĕ тараса чавнине пĕлместĕп, - тет Сергей Анатольевич Салмин. - Анчах эпир килте сайра ларатпăр. Тараса чавса ункăсем яма Елчĕк, Шăмăршă, Патăрьел, Комсомольски районĕсенче пурăнакансем чĕнеççĕ. Шупашкара, Тутарстанри Пăва, Аксу, Апас районĕсене, Ульяновск облаçĕнчи ялсене, дача, коттедж поселокĕсене те çитетпĕр.

Сергей Салмин тараса чавас ĕçе пĕр 10 çул каяллах пуçăннă. Пирваях Шупашкар çывăхĕнчи уйрăм хуçа патĕнче тимĕр бетон ункăсем хатĕрлеме, автомашинăсем çине вырнаçтарнă бурпа çĕре пăраласа кăларма, ункăсене вырнаçтарма вĕреннĕ. Тăван ялпа çыхăнăва нихăçан та çухатман. Николай шăллĕпе иккĕшне амăшĕ пĕчченех çитĕнтернĕ. Ашшĕ, Анатолий Андреевич, «Знамя» колхозăн автобусĕпе ĕçленĕ. Колхоз тракторĕпе вутта кайсан таврăннă чухне аваринче вилнĕ. Çавăнпа пĕртăвансем ĕç тути-масине пĕчĕкренех туйса ÿснĕ.

Пĕр вăхăт хуçа патĕнче ĕçленĕ хыççăн Сергей Салмин тăван яла таврăннă та хăйĕн ĕçне йĕркелесе янă.

Халĕ нумай çĕрте халăха шывпа централизациленĕ майпа, пăрăхсем тăрăх тивĕçтереççĕ. Анчах тарасасемпе çеç пурăнакан ялсем, дача хуçалăхĕсем пайтах. Е тата фермер ĕçне йĕркелесе яракана шыв башни вырнаçтарасси хака ларать. Вăл та шыв лайăх тухакан тараса чавасшăн.

Тараса чавма çăмăл-и? Çак ыйтăва парсан Сергейпе пĕрле ĕçлекен Николай шăллĕ, Çирĕклĕ Шăхальте пурăнакан Владимир Краснов тараса чавнă чухне тĕл пулакан кăсăклă самантсене аса илчĕç. Шыв çулĕ мĕн тарăнăшне вырнаçнине пĕлме çĕре пăраласа кăлармалла. Ытларах вăл пирĕн тăрăхра 7-10 метр тарăнăшĕнче. Çапах та суя шывпа шыв çулне уйăрма пĕлмелле. Пĕринче Салминсем Тутарстанра 19 метр тарăнăшне чавнă. Тапса тăракан шыв çавах курăнман. Самантлăха канма, апатланма ларма шутланă. Сасартăк шыв шăмпăртатни илтĕннĕ, апла пулсан çăлкуç тапса тухнă. Тĕмерсем тимĕр бетон ункăсене 3-4-шне харăс çаклатса хăпăл-хапăл шыва антарнă, ыттисене пĕрерĕн-пĕрерĕн вырнаçтарнă.

- Шыв çав тери хăвăрт хăпарнăран тимĕр бетон ункăсенчен тапса тухать пулĕ тесе хăранăччĕ, - тет Николай Салмин.

Тепрехинче 29 метр чавма тивнĕ. Шыв çулне тупнах. Çамрăксем хăйсем маларах чавнă тарасасенче шыв шайĕ мĕнле тăнипе кăсăкланаççĕ. 19 тата 29 метр чавнă тарасасенче çурри шыв тăнине пĕлсен савăнтăмăр теççĕ.

Сергей Салминăн çĕре пăралакан хатĕр вырнаçтарнă икĕ автомашина, тарасана ункăсем антараканнисем çавăн чухлех. Заказсем нумай чухне икĕ ушкăнпа ĕçлеме тивет. Хальхи вăхăтра тарасана диаметрĕпе 70 сантиметр сарлакăш ункăсенчен яраççĕ. Сарлакăшĕпе 1 тата 1,5 метрлисене хатĕрлеме те шутлаççĕ.

Тимĕр бетон ункăсене мĕнле майпа хатĕрленипе те кăсăклантăм. Эпĕ çак ĕçре ытларах алă вăйĕпе усă кураççĕ тесе шутланăччĕ. Çук иккен. Тимĕр бетон ункăсене тăвассине механизациленĕ. Технологи тимĕр бетон изделийĕсен заводĕнче кăларакан заводри пекех. Чылай хатĕре Сергей Салмин хăй ăсталанă. Тараса ункисене хĕлле те хатĕрлеççĕ: пурте çирĕп хытнă, шанчăклă. Вĕсене Алексей Васильев ертсе пыракан ятарлă ушкăн хатĕрлет. Унăн йышĕ пысăках мар. Анчах кашни кун 25-30 ункă кăларма пултараççĕ.

Сергей Анатольевич Салмин хăйпе шăллĕ валли çеç мар, тăван ялта пурăнакан тата темиçе çыншăн ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ. Ĕç укçипе те кÿрентермест, теççĕ. Çамрăксем маларах Мускавра ĕçлесе çÿренĕ. Алă ĕçне пĕлекенсем халĕ инçе çула çÿресси пирки маннă ĕнтĕ.

Н.АЛЕКСЕЕВ.

Сăнÿкерчĕкре: Сергейпе Николай Салминсем хăйсем хатĕрленĕ тимĕр бетон ункăсенчен тараса хывма хатĕр.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.



"Елчĕк Ен"
03 июня 2015
09:58
Поделиться