Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Миграци учетне илмелле

Раççей Федерацине куçса килекен тата кунта пурăнакан ют çĕршыв гражданĕсене миграци учетне илмелле.

Асăннă йĕрке 2006 çулхи утă уйăхĕн 18-мĕшĕнче /109-мĕш номер/ йышăннă «Раççей Федерацийĕнчи ют çĕршыв гражданĕсене тата гражданлăх çук çынсене миграци учетне илесси çинчен» Саккунĕпе килĕшÿллĕн пурнăçланать.

Миграци учетне /вăхăтлăх регистраци/ илни, пĕр енчен илсен, Раççей территорийĕнчи мигрантсен хисепне шута илме тата вĕсене асăрхаса тăма, тепĕр енчен, çак йĕрке ют çĕршыв гражданĕсен тата гражданлăх çук çынсен интересĕсене те Раççей гражданинĕсен прависемпе саккунлă интересĕсемпе пĕр тан пăхăнма майсем туса парать. Çакна шута илсе Раççей территорине ĕçлеме килнĕ ют çĕршыв гражданĕсен пĕр тăхтаса тăмасăр миграци учетне тăмалла.

Миграци учетне тăратассишĕн вĕсене йышăнакан енсем те яваплă пулса тăраççĕ. Тĕслĕхрен, вĕсем хăна çуртне вырнаçаççĕ - хăна çурчĕн администрацийĕ çакăншăн хăй яваплă пулса тăрать. Мигрантсене йышăнакансен 7 ĕç кунĕ хушшинче вĕсене килсе çитнĕ вырăнта шута илес ĕçе хутшăнма тивĕçлĕ. Хăшпĕр çĕршывсенче пурăнакансен тĕлĕшĕпе çирĕплетнĕ вăхăт ытларах - Белорусси, Казахстан тата Армени гражданĕсене 30 кун, Таджикистан çыннисене 15 кун хушшинче миграци учетне тăратмалла.

Раççей законодательствипе килĕшÿллĕн пĕрремĕш хут миграци учетне тăнă хыççăн ют çĕршыв гражданинĕ Раççейре 90 талăк пурăнма пултарать. Палăртнă тапхăр вĕçленнĕ хыççăн тĕрлĕ сăлтава пула /ĕçленине, вĕреннине, чирленине шута илсе/ вăхăтлăх регистрацие тепĕр тапхăра тăсма пултараççĕ.

Ют çĕршыв гражданинĕ миграци учетне тăрас тесен РФ миграци службин çывăхри территори пунктне кирлĕ документсемпе пымалла. Тĕрлĕ пулăшу ĕçĕсемпе усă курасси çăмăллансах пынă вăхăтра ют çĕршыв гражданĕсем кирлĕ хутсене почта урлă ярса илме пултараççĕ. Миграци учетне илессин ĕçĕсене патшалăх тата муниципаллă пулăшу ĕçĕсене пурнăçлама пулăшакан нумай функциллĕ центрсем хутшăннипе те тума майсем пур.

Т.КАЗЕЕВА,
РФ миграци службин Елчĕк районĕнчи территори пункчĕн ертÿçи.



"Елчĕк Ен"
03 июня 2015
09:53
Поделиться