Германире службăра тăнисем ячĕпе
Елчĕкри тĕп лапамра пограничниксене, моряксене халалланă палăксем илем кÿреççĕ. Часах вĕсем çумне тепĕр палăк хутшăнать. Ăна Германи территорийĕнче 1945-1994 çулсенче çар службинче тăнă ентешсене халалланă.
Германире çар службинче тăнă ветерансене июнĕн 5-мĕшĕнче 8 сехет те 30 минутра çар комиссариачĕ патне пуçтарăнма ыйтатпăр. Палăка 10 сехетре савăнăçлă лару-тăрура уçаççĕ.
Н.ПАВЛОВ,
ветерансен ушкăнĕн ертÿçи.
"Елчĕк Ен"