Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Елчĕксем - «Вирьял шевлинче»

Элĕкре чăваш эстрада юррисене юрлакансен регионти çирĕммĕш фестивалĕ иртнĕ.

Унта хамăр республикăри районсенчи тата Шупашкар хулинчи, Ульяновск облаçĕнчи 14 çултан пуçласа 35 çула çитмен юрăçсем хутшăннă.

Гран-прие Елчĕкри клуб тытăмĕнче ĕçлекен Инна Александрова çĕнсе илнĕ. Вăл Николай Малышкин çырнă, Вячеслав Захаров кĕвве хывнă «Телейлĕ пул» юрра шăрантарнă. Çавăн пекех «Чи лайăх вокал ансамблĕ» номинацире клуб тытăмĕнчех ĕçлекенсем Инна Александровăпа Сергей Баранов «Янташ» ушкăн репертуарĕнчи «Атте çинчен юрлатăп» юрăпа пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ.



"Елчĕк Ен"
03 июня 2015
10:21
Поделиться