Ача ÿстересси пысăк яваплăх
Нумай ачаллă çемьесене патшалăх май килнĕ таран пулăшать. Иккĕмĕш ача çуралсан РФ Амăшĕн капиталне, виççĕмĕш е ун хыççăнхи ачасемшĕн вара республикăри Амăшĕн капиталне тивĕçет. Районти нумай ачаллă 204 çемье 100 пин тенкĕ илме заявлени çырнă, хальлĕхе вĕсенчен 201-шĕ Амăшĕн капиталне илнĕ, 29-шĕ ăна пурăнмалли çурт-йĕре лайăхлатнă çĕре янă.
Виçĕ е ытларах ача çуратса ÿстерекен çемьесене çурт-йĕр çавăрма, хушма хуçалăха аталантарма çĕр лаптăкĕпе те тивĕçтереççĕ. Пирĕн районти нумай ачаллă 71 çемьене çĕр лаптăкĕпе тивĕçтернĕ. Унсăр пуçне иртнĕ çулхи раштав уйăхĕнчен виççĕмĕш е ун хыççăнхи ача çуратакан çемьене хушма тÿлев лекет. Ăна нумай ачаллă çемьесем ача виççĕ тултариччен илсе тăраççĕ.
Районти нумай ачаллă 7 çемье пурăнмалли пурнăç условийĕсене лайăхлатнă. Кăçал Курнавăш, Елчĕк ял тăрăхĕсенчи 6 ачаллă Федоровсем, 5 ачаллă Клементьевсем те çĕнĕ çурта пурăнма кĕрĕç.