Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Тăванла халăхсен чăн-чăн уявĕ

Тăванла халăхсен чăн-чăн уявĕ

Çу уйăхĕн 18-23-мĕшĕсенче Шупашкарта сахал йышлă халăхсен хушшинчи саккăрмĕш кинофестиваль иртрĕ. Ултă кун тыткăнланă уява республика çыннисем  йышлăн хутшăнчĕç. Ара, фестивальте Раççейри паллă актерсене, режиссерсене, сценаристсене куçа-куçăн курма пулать-çке. Тÿлевсĕрех 56 кинокартина курса киленчĕ Чăваш Ен çынни. Акă, Финляндири Петер Франценăн илемлĕ «Над темными водами» фильмне кинофестивальте кăна курма май пулнă, Раççей прокатĕнче вăл çук. Çавăн пекех хамăр çĕршывра кăна мар, ун тулашĕнче те паллă режиссерăн Вера Глаголеван «Две женщины» тата ыттисен ĕçĕсем пысăк экран çине çывăх вăхăтрах тухмаççĕ-ха. Çавăнпа та фестиваль хула çыннисемшĕн тем пек кĕтнĕ парне вырăннех пулчĕ. Шупашкар çынни çĕнĕ фильмсене чи малтан курса хак пани епле лайăх.

Илемлĕ фильмсен конкурсĕпе танах сахал йышлă халăхсен фильмĕсен конкурсĕ те пысăк хăватпа иртнĕ. Наци библиотекинче 13 ĕç кăтартнă. Фестивальте 110 мероприяти иртнĕ, унта 15 пин ытла çын хутшăннă. Çакна палăртма кăмăллă: иртнĕ çулсенче асăннă конкурса чăваш кинематографисчĕсем хутшăнсах кайман. Кăçал вара А.Степанов-Пăрттан «Салтака качча каятăп», М.Никитинăн «Хорло» тата В.Синяевăн «Куратор» фильмĕсене курса савăнтăмăр. Вăл çеç-и! Сахал йышлă халăхсен фильмĕсен конкурсĕнче пирĕн ентешсем тĕрлĕ номинацире палăрни кăмăла çĕклет. Паянхи хĕрарăмăн сăнарне философилле çутатнăшăн Марат Никитинăн «Хорло» фильмĕнчи Р.Зайнуллина, «Чи лайăх режиссура» номинацире Марат Никитин, «Чи лайăх актер ĕçĕ» номинацире Ростислав Григорьев /«Куратор»/ ятарлă дипломсене тивĕçнĕ.


М.В.Игнатьев:

«Фильмсен никĕсĕнче - кăмăл-сипет, ăс-хакăл ыйтăвĕсем. Вĕсем çынсене вăйлă пулма, тĕрĕс пурăнма вĕрентеççĕ, тăван çĕре, ашшĕ-амăшне юратакан, аслă ăрăва хисеплекен ачасене çитĕнтерме пулăшаççĕ. Фестивале сахал йышлă халăхсене халаллани ахальтен мар. Раççей регионсемпе пуян, вăйлă. Шупашкарта кăтартнă фильмсем Раççейĕн культура хутлăхне çирĕплетме май парĕç».


Фестиваль пур енĕпе те кăсăклă иртнĕ. Çĕнтерÿçĕсене чысланă çĕре Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев хăй хутшăнни те, вăл Чăваш Ен Пуçлăхĕн ятарлă парнине пани те пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Тăванла халăхсен чăн-чăн уявĕ куракансен асĕнче нумайччен упранĕ.

А.АЛЕКСАНДРОВА,
район администрацийĕн культура тата информаципе тивĕçтерекен пай ертÿçи.



"Елчĕк Ен"
30 мая 2015
10:09
Поделиться