Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Таса вырăнсем тирпейлĕ

Çимĕк тĕнче пĕтĕмпех ешерсе чечекленнĕ вăхăтра килет. Çак кунсенче кашни çемье пурнăçран уйрăлса кайнă çывăх çыннисене асăнма масар çине тухать.

Праçник умĕн Тăрăм ял тăрăхĕнчи 6 масар çинче те пысăк ĕçсем  пурнăçланă. Иртнĕ çул Анатри Тимеш тата Хĕрлĕçыр ялĕсен масарĕсен картисене тĕпрен улăштарнă, тимĕртен çĕнĕ алăксем лартнă, ватă йывăçсемпе тĕмсене каснă, тĕпленĕ пулсан, кăçал Тăрăм тата Тăрмăш ялĕсен масарĕсене тирпей-илем кĕртнĕ: йĕри-тавра çĕнĕ тимĕр юпасем лартнă, сетка рабицăран карта тытнă, Тăрмăш ялĕнче «Урожай» ООО ертÿçи В.Кузнецов пулăшнипе тимĕртен авнă çĕнĕ хапха вырнаçтарнă.

Çак ĕçсене йĕркеленĕ çĕрте Тăрăм ял тăрăхĕн пуçлăхĕн В.Александровăн тÿпи питĕ пысăк. Çавăн пекех Тăрăмри ваттисен канашĕн председательне В.Кириллова, Тăрăм ял тăрăхĕнчи ял депутатне В.Петровăна, сварка ĕçĕсене пурнăçланă В.Тихонова,  хастар ял çыннисене ырăпа асăнса хăварас килет.

Тăрмăш ялĕн старости В.Порфирьев, А.Митрофанов, Анатри Тимешри О.Александров, О.Гаврилов, И.Петрова, Тип Тимешри А.Иванов, Г.Кудрин, Кипеç ялĕнчи Е.Сергеева, В.Смирнова тата ыттисем те пархатарлă, сăваплă ĕçе хутшăннăшăн тав сăмахне тивĕç.

Л.СМИРНОВА,
Тăрăм ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ.

Л.ЕНЕДЕРОВА,
Тăрăм ял тăрăхĕн  депутачĕ.



"Елчĕк Ен"
30 мая 2015
09:52
Поделиться