Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Шупашкартан Санкт-Петербурга - авиарейс

Çĕртме уйăхĕн 2-мĕшĕнчен пуçласа Санкт-Петербург - Шупашкар - Санкт-Петербург маршрутпа самолетсем вĕçме тытăнаççĕ.

Çак ĕçе «РусЛан» авиакомпани ытларикун, кĕçнерникун тата вырсарникун пурнăçлать. CRJ-200 сывлăш карапне  50 çын вырнаçать. Вĕçев вăхăчĕ 1 сехет те 50 минута тăсăлать. Тĕплĕ информацие Чăваш Енри тата Мари Эл республикинчи агентствăсенчен ыйтса пĕлме пулать.

Самолетпа пĕр енне вĕçме билет хакĕ 4235 тенкĕрен пуçласа 10735 тенкĕ таран.



"Елчĕк Ен"
30 мая 2015
10:03
Поделиться