Профессие тĕрĕс суйла
Районти шкулсене кăçал пĕтерекен яш-кĕрĕм пурнăçăн анлă çулĕ çине тухать. Чи кирли - тĕрĕс професси суйласа илесси.
Професси суйланă чухне йăнăшас мар тесен ку е вăл ĕçĕн кирлĕлĕхĕ чылай фактортан: çĕршыври политика тата экономика лару-тăрăвĕнчен, регион аталанăвĕнчен - килнине шута илмелле.
Професси суйлавĕн ыйтăвĕ çамрăк çынна пăшăрхантарни аван - ку вăл çын социаллă тăрăм тата психологи тĕлĕшĕнчен «пиçсе» çитнине пĕлтерет. Ача «çитĕнсе çитменни» вара вăл ыйтăва татса пама ытти çынна е ăнсăртран пулакан лару-тăрăва шаннинче палăрать.
Ĕç рынокĕн эксперт-аналитикĕсем 2016-2017 çулсем тĕлне ыттисенчен ытларах кирлĕ пулакан профессисен списокне хатĕрленĕ. Унта çак профессисем кĕнĕ:
- инженерсем;
- IT-специалистсем тата компьютер аппарат тивĕçтерĕвне хатĕрлекенсем;
- нанотехнологисен тытăмĕнчи специалистсем;
- электроникăна биотехнологипе çыхăнтаракан специалистсем;
- маркетологсем;
- сервис тытăмĕнчи специалистсем;
- логистсем;
- экологсем;
- пурнăçа вăрăмлатакан хатĕрсене шыракан тата ĕçе кĕртекен медицина ĕçченĕсем;
- химиксем.
Вĕсене тишкерме тата сире юрăхлипе юрăхлă марри пирки – хăвăр пултарулăхпа чун туртăмне тата професси планĕсене шута илсе шухăшлама сĕнетпĕр.
М.ВАСИЛЬЕВА,
халăха ĕçпе тивĕçтерекен районти центр директорĕ.