Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Калчасем мĕнле шăтса тухнă?

Калчасем мĕнле шăтса тухнă?

Районти ятарлă комисси ?ăна район администрацийĕн ялхуçалăх пайĕн начальникĕ П.Тремасов ертсе пырать/ ялхуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче ялхуçалăх культурисем мĕнле шăтса тухнине тĕрĕслерĕ.

Тĕплĕ тĕрĕслевĕн пĕтĕмĕшле хаклавĕ - черетлĕ акара мала тухнисене палăртасси çĕртме уйăхĕн 5-мĕшĕнче иртет. Çавна май эпир те хальлĕхе хамăр малтанхи кун пулса курнă хуçалăхсен уй-хирĕсенчи лару-тăрупа кĕскен паллаштаратпăр.

Чи нумай, 5000 гектар ытла çĕр лаптăкĕпе усă куракан «Прогресс» акционерсен хупă обществин уй-хирĕсем кăмăла тивĕçтермелле пулнине комисси членĕсем хăйсен куçĕсемпе курса ĕненме пултарчĕç. Кĕр тыррисем уйрăмах парка çитĕнеççĕ. Унăн лаптăкĕ те сахал мар - 1000 гектар. Кĕрхи тритикале вара тухăç пама шантарать.

Чи малтан, çу уйăхĕн 2-мĕшĕнче акнă 200 гектар лаптăкри «Готик» сортри пăрçа, тырăпа пĕрле акса хăварнă нумай çул ÿсекен курăк ани те илемлĕн ешерни аякранах курăнать. Ялхуçалăх предприятийĕнчи тырпул ăстисем пысăк лаптăкри ÿсентăран культурисене çанталăк условийĕсене пăхмасăр чи кĕске вăхăтра тата пысăк пахалăхпа акса хăварма пултарнин тĕп вăрттăнлăхĕ - чи çĕнĕ йышши ялхуçалăх техникипе усă курнинче. «Агро-Союз» ака комплексĕ анчах мĕне тăрать!

Çĕрулми туса илессипе ятарласа ĕçлекен «АСК-Яльчики» ОООра пусă çаврăнăшне агротехника хушнипе килĕшÿллĕн йĕркелесе пырас тĕллевпе пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене кирлĕ таран лаптăкра акса çитĕнтереççĕ. «Иккĕмĕш çăкăр» уйĕ те, тырпул ани те юмахри ÿкерчĕкри пек илемлĕ.

Кашни çул тухăçлă тĕш-тырă пухса кĕртекен «Сатурн» ялхуçалăх производство кооперативĕн, Юрий Цветков хресчен /фермер/ хуçалăхĕн /çĕрулми çитĕнтерессипе те тĕслĕх пулса тăракан/, çавăн пекех «Труд» ялхуçалăх производство кооперативĕн уй-хирĕсенче калчасем мĕнле шăтнине курма та кăмăллă пулчĕ.

Светлана АРХИПОВА.

Комисси членĕсем «Труд» ялхуçалăх производство кооперативĕн уйĕнче.



"Елчĕк Ен"
30 мая 2015
09:55
Поделиться