Хаваслă та телейлĕ ÿсчĕр
Ачасене воспитани парса хăйĕн хÿтлĕхĕнче ÿстересси - кашни ашшĕ-амăшĕн тĕп тивĕçĕ. Анчах кашни шăпăрлан тăван ашшĕ-амăшĕ ăшшинче çитĕнеймест çав. Ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнă ачасене вара патшалăх хăй хÿттине илет. Районти опекăпа попечитель органĕ ачасен прависемпе саккунлă интересĕсене хÿтĕлес, пур енлĕ пулăшу парас тесе тимлет.
Тăлăхсене хăйсен çемйисене илес текенсем районта сахаллăн мар. Ют ачасем пулмаççĕ теççĕ.
Хальхи вăхăтра районта опекăна панă е çемьесене вырнаçтарнă 70 ача шутра тăрать. Опекунсемпе ача усрава илнĕ ашшĕ-амăшĕ пепкесене тивĕçлĕ воспитани парса ÿстерессишĕн ăсталăхĕпе пултарулăхне, ăшпиллĕхне шеллемеççĕ. Кипеçри Галинăпа Петр Александровсем тăватă ачана, Хăвăлçырмари Светлана Семенова аппăшĕн икĕ ачине, Аслă Таяпари Надеждăпа Александр Капитоновсем тата ыттисем 1-2-шер шăпăрлана хăйсен ăшшине илнĕ. Вĕсене лайăх пăхаççĕ, чун çепĕçлĕхне шеллемеççĕ. Паллах, тăлăхсене, ашшĕ-амăшĕ пур çĕртех йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкнĕ ачасене тăван кил ăшши панă ырă кăмăллă çынсене пурне те аса илсе пĕтереймĕн. Чунри ырăлăх туйăмне, ачасене анлă çул çине кăларма хăйсен вăй-халне шеллеменнисем хисепе тивĕçлĕ. Ют ачана пăхса çитĕнтерме пĕрре те çăмăл мар. Çак йывăр утăма пур çын та тăвайманни куçкĕрет.
Опекăна е усрава илнĕ ачасен пурнăçĕпе интересленсех тăратпăр. Çавăнпа та опекунсемпе, попечительсемпе, ашшĕ-амăшĕпе тачă çыхăну тытатпăр. Час-часах вĕсен килĕсенче пулатпăр. Çак çемьесене хăйсем пек шăпаллă ачасен республикăри, районти конкурсĕсене хутшăнтаратпăр. Часах районта «Çемье ăшши» конкурс иртет. Унта çемье ăшшине тупнă ачасем хаваспах хутшăнасса шанатпăр. Ырă çемьесене лекнĕ ачасен малашлăхĕ телейпе çиçтĕр, вĕсен хаваслă кулли чунсене çемçеттĕр. Епле пулсан та пирĕн пуласлăх калчисем-çке вĕсем.
А.МАКСИМОВА,
райадминистрацин вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн ертсе пыракан эксперт специалисчĕ.