Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Европа чемпионачĕ йыхравлать

Европа чемпионачĕ йыхравлать

Кăçалхи çĕртме уйăхĕн 20-21-мĕшĕсенче Шупашкарта çăмăл атлетикăпа Европа чемпионачĕ иртни савăнтарать те, хăпартлантарать те. Пирĕн республикăра ăста спортсменсем  сахал мар-çке. Ăмăртусене Европăри 12 çĕршыв команди килмелле. Вĕсем «Олимпийский» стадионта иртмелле. Тепĕр пулăм та савăнтарать. Курма кайма кирек кам та пултарать.  Раççей спортсменĕсене хавхалантарас, историре юлакан чемпионата кайса курас тесен 8-905-341-92-93 номерлĕ телефонпа шăнкăравласа ыйтса пĕлмелле. Çавăн пекех билетсене «Улăп» спорт комплексĕнче, физкультура учителĕсенчен туянма пулать.

Елчĕксем! Спорт уявне çитсе килме майсем тупăр.

Р.ПЧЕЛИН.



"Елчĕк Ен"
30 мая 2015
10:02
Поделиться