Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Эпир вĕсене асра тытатпăр

Аттелĕхĕн Аслă вăрçинчен нумай хĕрарăм юратнă упăшкисене, ача-пăча тăван ашшĕсене, хĕрсем пулас мăшăрĕсене кĕтсе илеймен. Суранланса таврăннă салтаксенчен чылайăшĕ пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнă. Вăрçă нуши кашни çемьене пырса тивнĕ. Çавăнпа вăл Аслă Çĕнтерÿ пулнăранпа 70 çул иртсен те манăçмасть.

Астăватăп-ха, пушă вăхăтра йывăç каскасем çине пуçтарăнса ларнă арçынсем вăрçă çулĕсене аса илетчĕç. Вĕсем хушшинче пĕрремĕш тĕнче, граждан, 1941-1945 çулсенчи вăрçăсен участникĕсем те пурччĕ. Эпĕ, шкул ачи, вĕсен калаçăвне тимлесе итлеттĕм.

Çитĕнсе çитсен Томскра ĕçленĕ вăхăтра Елчĕкри çар комиссариатĕнчен Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче Çĕнĕ Пăва ялĕнчен вăрçăран таврăнайман салтаксен списокне ыйтса янăччĕ. 115 çын хушаматĕнчен тăракан список ярса пачĕç. Çав шутра Патăрьел районĕнчи Анат Туçара çуралса ÿснĕ, Çĕнĕ Пăвари вăтам шкул директорĕнче ĕçленĕ, вăрçа пирĕн ялтан кайнă Н.В.Плечов та пурччĕ.

Шкулта вĕреннĕ чухне ваттисем вăрçăра пирĕн ялтан тухнă 125 çын вилни çинчен калатчĕç. Каярахпа Чăваш патшалăх университечĕн проректорĕ О.Н.Викторов тăрăшнипе «Çĕнĕ Пăва тăрăхĕнче» кĕнеке кун çути курчĕ. Унта фронтран таврăнайман 131 çын ятне асăннăччĕ. Çапла майпа виçĕ тĕрлĕ цифра тухрĕ. Çакăн хыççăн Çĕнĕ Пăваран вăрçăра вилнисене тата Çĕнтерÿпе тăван яла таврăннисене хушаматран тупса палăртас шухăш çуралчĕ. Эпĕ ялта 19 çула çитиччен пурăннă, анчах кашни çул тăван ялта пулнă, унпа çыхăнăва татман. Кăçал та Троицăна мăнукпа тăван яла çитесшĕн. Пирваях кĕнекери списока тĕплĕн тишкерсе тухрăм, ваттисемпе курса калаçрăм, çыру ярса ыйтса пĕлтĕм. Мана П.В.Егоров /1930 ç./, А.П.Марков /1931 ç./, Н.Н.Курчин /1934 ç./, Ф.З.Квасов /1940 ç./, В.П.Скирдов /1941 ç./ пулăшрĕç. Эпĕ хатĕрленĕ списокра вăрçăра пуç хунă ентешсем 128 çын, фронтран таврăннисем - 107 çын. Списока алфавит йĕркипе мар, ратне тăрăх йĕркелерĕм. Ăна Çĕнĕ Пăвари шкул музейне, тăвансене, юлташсене ярса патăм.

Манăн атте, Алексей Поликарпович Максимов, мăшăрăмăн ашшĕ Степан Ильич Мударисов вăрçăра тăшмана хирĕç çапăçса вилнĕ. Асаттен 6 ывăлĕ - Микула, Элекçей, Петĕр, Гурий, Илюшка, Василий вăрçа тухса кайнă. Виççĕшĕ - Микула, Элекçей, Илюшка вăрçă хирне яланлăхах выртса юлнă. Гурипе Василий фронтра сусăрланнă пулнă, Петĕр тете хăрах урине çухатнă. Гурий тете салтакра 9 çул тăнă. Аттен тăван тетĕшĕпе шăллĕсем Курчин хушаматпа çÿренĕ. Пĕррехинче, 1948 çулта, тăвансем пирĕн патăмăра вилнисене асăнма пуçтарăннă. Çавăн чухне Василий тетене Елчĕкри çар комиссариатне пыма повестка пачĕç. «Ку ырă повестка мар», - тесе хĕрарăмсем йĕме пуçларĕç, арçынсем шăпланчĕç. Самани çавнашкал пулнă-çке. Анчах повестка ырă хыпар пĕлтернĕ: Василий тетене вăрçăра паттăр çапăçнăшăн Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă. Орденне те çийĕнчех парса янă.

Кашни ратнерех вăрçăран таврăнайманнисем пулнă. Пирĕн йăхран иккĕмĕш сыпăкри 3 тăван, виççĕмĕш сыпăкри 6 тăван вилнĕ. Списокра пĕр килтен 4 çын таврăнайманнисем те пур. Эпир çÿлерех асăннă О.Н.Викторовăн аслашшĕ Иван, унăн ывăлĕсем Михаил, Василий, Иван, пĕртăван Александр, Петр, Микула /Кукурузов/, Микуль Трофимовсем вăрçăра пуç хунă.

Пирĕн ялти Василий Иванович Краснов /1916-1986 ç.ç./ чăннипех вăрçă паттăрĕ пулнă. Ăна Хĕрлĕ Çăлтăр, III, II степень Мухтав, Аттелĕхĕн Аслă вăрçин I степень орденĕсемпе наградăланă.

Пирĕн ялта вăрçă ветеранĕсем юлмарĕç. 4 ялтан Николай Поликарпович Поликарпов /1926 ç., Кĕçĕн Шăхаль/, Аркадий Иванович Пупин /1927 ç., Турхан/ çеç сывă.

Кăштах хам çинчен. Ардалион Алексеевич Максимов, 1940 çулта çуралнă. 1957 çулта Çĕнĕ Пăвари вăтам шкула пĕтернĕ. 1959-1962 çулсенче Лăпкă океан тинĕс-çар флочĕн авиаци чаçĕнче службăра тăнă. Томскра аслă шкул пĕтернĕ хыççăн химипе металлурги заводĕнче лаборантран пуçласа цехри смена начальникĕ таран ĕçленĕ.

Ардалион МАКСИМОВ.
Томск. 



"Елчĕк Ен"
30 мая 2015
10:06
Поделиться